Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Эрех-сӑра сутмӗҫ

Эрех-сӑра сутмӗҫ

Чӑваш Енре хӑш-пӗр уявра эрех-сӑра сутма чараҫҫĕ. Пӗлӳ кунӗ ҫывхарнӑ май авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑри лавккасенче эрех-сӑра сутмӗҫ. Ку ваккӑн сутакансене пырса тивет. 

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре эрех-сӑрана ҫулталӑкне тӑватӑ кун сутма юрамасть: шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ирттернӗ кунсенче (ҫу уйӑхӗн вӗҫӗ), Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун (ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ), Ҫамрӑксен кунӗнче (ҫӗртме уйӑхӗнчи юлашки шӑматкун) тата Пӗлӳ кунӗнче (авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ).

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *