Красноярск крайӗнче «Чӳклеме» ирттернӗ. Мероприятие Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Уяв туслӑх картинчен пуҫланнӑ. Унта тӗрлӗ халӑхӑн тӗрлӗ ӑру ҫыннисем хутшӑннӑ.
Уява пухӑннисене Красноярскри чӑваш автономийӗн президенчӗ Геннадий Храмов тата хисеплӗ хӑнасем саламланӑ.
Уявра наци картишӗсем ӗҫленӗ, вӗсенче чӑвашсен, тутарсен, крешӗнсен, нимӗҫсен, белоруссен тата вырӑссен культурипе, апат-ҫимӗҫӗпе паллашма май пулнӑ. Концерт вӑхӑтӗнче чӑваш, вырӑс, казак тата тутар юррисем янӑранӑ.

