Ку шӑматкун, Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ.
Тӗрлӗ тавар туянас текенсене юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен 49 лапамра кӗтсе илӗҫ. Лавккаринчен самай кӑмӑллӑрах хаксемпе ҫӗрулми, ытти пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырла, сĕт юр-варӗ, аш-какай, пыл туянма май пулӗ.

