Потребительсен кооперацийӗн ветеранӗ Янтыков Миневазых Камалетдинович 90 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫ ӗмӗрне, 30 ҫул ытла, Канашри райпон заготконторинче хатӗрлевҫӗ пулса ӗҫленӗ.
Ҫӗрулмине, пахча ҫимӗҫе тата ытти лектехсырьона ун чухне пӗтӗм Совет Союзне, ҫавӑн пекех ют ҫӗршывсене те ӑсатнӑ. Миневазых Камалетдинович хӑйӗн тивӗҫӗсене яланах питӗ лайӑх пурнӑҫланӑ, ҫавӑншӑн ӑна ведомство наградисем парса чысланӑ, ӗҫтешӗсем хисепленӗ. Чӑваш кооперативӗсем хатӗрлев енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсенче – ун пек хастар ӗҫченсен пысӑк тӳпи пур.
«Оптимизм тата ӳт-пӳ хусканӑвӗ – вӑрӑм ӗмӗрӗн тӗп вӑрттӑнлӑхӗ», – тет ветеран.
Юбиляра Чӑвашпотребсоюз правленийӗ тата Канашри райпо совечӗ ячӗпе Канашри райпо совечӗн председателӗ Валентина Козлова саламланӑ.

