Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 33-мĕш номерте.
Ĕлĕкех пирĕн ваттисен чăваш туррипе çыхăннă киреметь пулнă. Пĕр çĕр çул каялла киреметь сăмахĕ те йĕрки те пĕчĕккĕн манăçа тухнă. Киреметь йывăçĕ- сем те тахçанах вилсе пĕтнĕ. Сăмахран, эпĕ ăнланнă тăрăх Ямашри юлашки киреметь йывăççи хурама пулнă. Эп астăвасса пире ачасене аттепе анне çак хурама пирки хытă калатчĕç. Çав йывăç панче хытă калаçма, ахăрма, тула тухма тата ун патне пыма та юраман. Тата эпĕ астăвасса çав йывăç тăрринче пĕрмаях çăхансем карăклатса ларатчĕç. Йывăççи те питĕ çуллĕ пулнă. Хурама çирĕп йывăç пулнă пулсан та пĕр хĕрĕх çул каялла киреметь йывăççи хăрса тÿнсе кайнă. Хальхи вăхăтра чăваш тĕпчевçисем чăваш туррипе çыхăннă йĕркесене тепĕр хут каялла тавăрса пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Анчах та пĕр енчен ăнланмасăр çырнине е тепĕр енчен йĕркисене кăткăслатса пынине куратăп.
Чукмак ячĕ чăваш туррипе çыхăннă сăмах. Ватă Аслă Кипеч тăрăхăнчи ялсен хăйсен тĕп киреметре чук тумалли вырăн пулнă. Вăл Коснар çырма пуçĕнче пулнă пулмалла. Ватă Кипечри хăш-пĕр кил хуçисен çĕрĕсем Коснар çырми тăрăх киремете каймалли çул çинче пулнă. Ун пек пулсан та вĕсем килĕсене 1790 çулсем пуçламăшĕнче хăйсен çĕрĕ çине киремете каймалли вырăна куçарнă. Киремете каймалли çулĕ çинче яла çавăрни усал япала мар. Анчах та Ватă Кипечĕн çĕнĕ выççелкки çумне халăхран тухнă çĕнĕ ят Чукмак çыпçăнса ларнă.
1855 çулта Раççей патшалăх пурлăхĕн палати ялта пурăнакан çынсем кил-çурчĕсене çĕнетчĕр тата пÿрт тăррисене улăштарччĕр тесе йышăну тунă. Çав йышăну тăрăх кашни вулăсра, ялсенче, кама мĕнле килĕшет, кирпĕчпе черепица тумалли заводсем уçма хушнă. Килĕшекенсене чи малтанах вăй илмеллĕх патшалăх 200 тенкĕ укçа куçарса пама хатĕр пулнă. Çав документ тăрăх хăватлă тата пултаруллă çынсем Шибылги вулăсĕнче те тупăннă. Ĕлĕк чулпа кирпĕчпе ĕçлеме е чул кăмакине хăпартма пĕлекен специалистсем чăваш халăх хушшинче питĕ сахал пулнă. Сăмахран, 1977 çулта ман кÿр-
шĕри çемье çĕнĕ пÿрт лартма шут тунă. Фундаментне бетонпа хăй уровне тултарса çитернĕ хыççăн çурта нÿрĕкрен сыхлас тесе толь сарнă. Ун хыççăн малалли çÿ-ллĕшне хĕрлĕ кирпĕчпе хăпартнă. Фундаментпа çыхăннă пÿрт аяккисен çуллĕшĕ тата унăн хулăнăшĕсене вара кил хуçине мĕнле кирлĕ çавăн пек туса панă. Вăл вăхăтра халăхăн укçа пулман пирки ялти пысăк ĕçсене нимелле тунă. Ĕлĕкхи ниме вăл пĕр-пĕрне укçа ыйтмасăр пулăшнине пĕлтерет. Паян эпĕ кÿршĕ çыннине пулăшрăм пулсассăн мана кирлĕ чухне кÿршĕ килсе пулăшмалла пулнă е вăл ĕçлесе панă ĕçе тавăрса панине пĕлтернĕ. Ĕçлесе тата пулăшса панăшăн вăл вăхăтра апат анчах çитернĕ. Кÿршĕне малалла пулăшма аттепе анне мана 9-мĕш класра вĕренекен ачана ячĕç. Çав кунне вĕсем фундамента малалла кирпĕчпе хăпартма шут тунă. Чиркÿллĕ Чапуç пысăк ял пулнă пулсан та нимене пуçтарăннă халăх хушшинче кирпĕче технологипе тĕрĕс хума пĕлекен çын тупăнмарĕ. Пĕр вун минут ĕçсĕр ларнă хыççăн фундаментне кирпĕч-пе хам хăпартма пуçларăм. Ĕçленĕ май маттуртарахисене мĕнле майлă кирпĕч хумаллисене вĕрентрĕм.
Çапла вăл пурнăç. Чăваш халăхне колхозсем пулнă вăхăтра патшалăх ытларах укçа тÿлемесĕр нимелле ĕçлетерме тăрăшнă.
Эп шутланă тăрăх пĕр 200 çул каялла е 1855 çулта Раççей патшалăх пурлăхĕн палати кил-çурчĕсене çĕнетме тата пÿрт тăррисене улăштарма сĕннĕ хыççăн ял хушшинче кирпĕчпе е чулпа ĕçлеме пултаракан ăстасем тупăннă пулмалла. Ял ячĕнче кăмака сăмах та пур. Пÿрт ăшăтма тата апат пĕçермелли кăмака тума пĕлекен ăстасем ĕлĕк те паянхи кунта питĕ сахал пулнă. Ялĕ ытла ватă мар. Кăçал яла никĕслени 233 çул пулать. Анчах та ялти тĕпчевçĕсем çырнă кĕнекесем çинче эп çырнă шухăшсем çук.
Анчах та чăвашсен пурнăçĕсем ĕлĕкхи пек малалла тăсăлнă. Пÿртсене йывăçран тунă е пÿрт тăррисене улăмпа витнĕ. Мĕншĕн-ха ун пек пулса тухрĕ е пурнăç улшăнмарĕ? Сăлтавĕ укçа пирки. Камăн укçа пулнă вĕсем кирпĕчрен çурт лартма пултарнă. Анчах та ун пек çынсем тавралăхра питĕ сахал пулнă. Эп ăнланнă тăрăх заказсем çук пирки кирпĕчпе черепица тумалли завочĕ хуçине ытлашши усă паман. Тепĕр енчен пÿрт лартма вăрманĕ те çумрах пулнă е улăмĕ те анкартинчех ÿснĕ.
Чи малтан яла амăш ялĕнчи çынсем Чукмак тенĕ. Чукмак сăмахĕ мĕне пĕлтернине маларах çырса ăнлантарса панăччĕ. Халĕ чăвашсем ку яла Чулкăмаки е вырăсла Челкумаги теççĕ. Чăваш ячĕ икĕ «чул» тата «кăмака» уйрăм чăваш сăмахсенчен тухнă пулсан та сăмахĕсене уйăрмасăр Чукмак пек пĕрле çыраççĕ. Академик Н.И. Ашмарина ĕненсе тата майлă пулса ялта çуралса ÿснĕ тĕпчевçĕсемте ял ячĕ «чул» тата «кăмака» чăваш сăмахĕсенчен тухнă тесе ăнлантарса параççĕ.
Анчах та ял ячĕсем пирки пурнăçăн шучĕ пĕртак урăхларах пулса тухнă.
2026 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Канаш ен“ хаçатра ман ятпа «Иккĕмĕш Хурамалпа Çĕнĕ Шуртан несĕлĕсем ăçта пурăннă-ши?“ калав çаптарса кăлăрнăччĕ. Унта чăваш ял ячĕсем мĕне пĕлтернине çапла çырнăччĕ.
Хурамал сăмахĕ мĕне пĕлтернине пĕлес пулсассăн чи малтан ял ячĕ мĕн ятлă пулнине пĕлмелле. Тĕрĕсрех çырнă сăмахĕ е ячĕ Хормал пулать. Кунта вырăс алфавитĕнче чăваш „ă“ сасси пулманшăн ун вырăннĕ вырăс „о“ сасне çырнă. Çапла вара чи малтан ял ячĕ Хăрмал пулнă е вырăс межевайсем Хормал тесе çырнă. Хальхи Хурамал сали 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вырăсларах Елеб ятлă пĕчĕк юхан шыв пуçламăшĕнче вырнăçнă. Вырăс межевейсем ăна речка Мертвая ятпа çырнă. Унăн тăршшĕ 10 çухрăм патнелле. Шывĕсем Хум юхан шыва юхса тухаççĕ. Вĕçĕнче Хумри-Ишек ялĕ ларать. Çуллахи шăрăх тата типĕ çанталăксенче çырми типсе ларнă е тепĕр майлă хăрнă тенĕ. Чăваш Республикинче Хăр е Хор сăмахпа çыхăннă ялсем самаях пур. Ку сăмахсене вырăсла куçарсан „засохшая речка“ пулать е вырăс межевикĕсем Мертвая тесе çырнă. Хормал çÿмĕнче тата „мал“ сăмахĕ пур. Ăна тепĕр майлă „ен“, „енĕ“ тата „вырăн“ е вырăсла „сторона“, „передняя сторона“ тесе ăнланмалла. Ялĕ типсе ларнă çырма пуçĕнче вырнаçнăшăн кÿршĕ-
сем кĕскен ăна Хăрмал тенĕ. Чаплă историксем те тĕпчевçĕсем те Хурамал ял ячĕ хурама ятлă йывăçран тухнă тесе ăнлантараççĕ. Анчах та ял ячĕ Хурама мар халĕ Хурамал ятлă. Чи малтанах ял ячĕ Хăрмал пулнă е вăхăт иртсен Хурамал пулса тăнă. Хальхи Хурамал ячĕ халăх çемçетсе е меллĕ каланă сăмах пулать. Пĕчĕк юхан шывĕн Мертвая ятне чăвашла куçарсассăн тепĕр майлă вилнĕ е вилĕ çырма сăмахĕ тухать. „Умирающая речка“ – „вилекен çырма“, „вилекен юхан шыв“ е „вилеп“. Çапла вара. Ку сăмахсем пур те пĕр-пĕринпе çыхăннăскерсем. Çакăнта „вилнĕ“ „вилекен“ е „вилеп“ сăмахсенче „в“ саспаллине юри çухатнă пек туйăнать. Ун хыççăн вара пĕчĕк юхан шывăн е çырма ятне вырăс межевейсем вырăсла çĕнĕ ят Елеб парса хăварнă.
2026 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçатра Шальтямпа Урюм ялĕсем çинчен калав çаптарса кăларнăччĕ. Унта Урюм юхан шыв ячĕ чăваш Вăрăм юхан шыв ячĕнчен „в“ сассине юри çухатса кăларнă çĕнĕ ят пулса тăнă. Канаш районĕн- че Ухман сали пур. Чи малтан унăн ячĕ Улăхман е вырăсла Улухман тесе çырнă. «Улăхман» сăмахĕ вырăсла «пойменные луга» тенине пĕлтерет. Хăш-пĕр межевейсем пĕрремĕш «у» сассине çухатнă та Лухман ят парса хăварнă. Тата малалла „л“ сас паллине юри çухатнă та Ухман ята тăратса хăварнă. Тепĕр чухне вăрман сăмаха вырăсларах урман тесе çырнă. Хă- вăр куратăр. Чăвашсемпе вырăс межеве- йĕсем пĕрле чăваш сăмахĕсене тем тĕрлĕ улăштарса хăй вăхăтĕнче çĕнĕ ятсем шутласа кăларнă. Çавăнпа та тепре чухне чă-ваш ял ячĕсем мĕне пĕлтернине ăнланса пĕтерме йывăр. Анчах та эпĕ чăваш туррине тата мăн асаттесемпе апасене хисепле-
се пĕр çулпа тĕрĕс утма тăрăшатăп. Çавăнпа та вĕсем хамăн чăваш халăхĕн пулса иртнĕ пурнăçне тĕрĕс ăнлантарса пама тăрăшнăшăн малалла пулăшса çул уçса парса тăраççĕ пек туйăнать.
Эпĕ ăнланнă тăрăх ялти халăха çĕнĕ ят чăваш туррипе çыхăннă Чукмак килĕш-мен. Амăш ялĕнчен уйăрăлса тухнăшăн çĕнĕ ял ятне ялти халăх пĕртак тĕксе каланине курнă. Май килсессĕн е май пулнă чухне ял ятне улăштарма тăрăшнă. Юлашкинчен çак калавра çырнă пĕтĕм сăлтавĕ- сене пĕрле пуçтарса çыхăнтарнă хыççăн ял ячĕн сăмахĕ мĕне пĕлтернине çапла ăнланмалла. Чукмак ята тепĕр майлăрах е сăмах майлăрах аталантарнă та Чукмак сăмахне вара Чу(л)к(ă)мак(а) туса хунă пек курăнать. Çавăнпа та унччен çырнă академик Н.И. Ашмарин çине шанса танăш çырнă сăмахсем ниме те тăмаççĕ.
Иван Грозный патша пулнă вăхăтра хальхи Çĕрпÿ, Канаш, Тăвай, Урмар район территорисенче вырăнпа-вырăнпа чăвашсемпе пĕрле пăртассем пурăннă. Сăмахран, Урмар районĕнче Шăплат (Шибулаты) ятлă ял пур. Çав чăваш ялĕн пĕрремĕш ячĕ Буртас пулнă. Чулкăмакапа Шăплат ялсем хушшинче тÿртен 15 çухрăм пулать. Тăвай районĕнче Нăрваш ятлă ялсем пур. Вĕсен ячĕсем пăртас чĕлхинчен тухнă. Чулкăмакаран Яншихово-Норвашине çитме çичĕ çухрăм анчах утмалла. Норваш патĕнчи çĕрĕсене пăртассем 1560 çулсем пуçламăшĕнче пăрахса тухса кайнă. Канаш районĕнчи Ушанар ялĕн ячĕ те пăртас чĕлхинчен тухнă. «Оженар» сăмахне пăртас чĕлхинчен чăвашла куçарсан «Шыв юппи» тенине пĕлтерет. 16-мĕш ĕмĕр вĕçнелле чăвашсем аталанса пынă çемĕн пăртассем кунти çĕрсене пăрахса хăйсен авалхи вырăнсене Сăр юхан шыв суллахай еннелелле куçса кайнă. Çак Коснар çырма тăрăхăнчи çĕрсемпе унччен пĕр вăхăт пăртассем усă курни курăнать. Мĕншĕн тесен «Коснар» сăмаха пăртас чĕлхинчен чăвашла куçарсан «Типçирма» тенине пĕлтерет.
Паянхи кун Чулкăмака ял историйĕ кĕскен çапла пулса тухрĕ.
Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

