«Йӗпреҫ – Канаш» ҫул ҫинче трактор ҫаврӑннӑ чухне автобуса пырса лекнӗ. Ку авари Чакаҫ ялӗнчен инҫех мар пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Т-150К трактор, прицеп-бункер ҫаклатнӑскер, ҫул хӗрринчен ҫаврӑнма тӑнӑ, анчах транспорт пысӑкӑшне шута илейменрен иртсе пыракан «Канаш – Йӗпреҫ» маршрутпа ҫӳрекен автобуса пырса лекнӗ.
Ҫав вӑхӑтра автобусра пассажирсем пулнӑ. Автобусӑн чӳречисем ҫӗмӗрӗлнӗ. Икӗ водителе те вырӑнтах алкотестерпа тӗрӗсленӗ – иккӗшӗ те урӑ пулнӑ.

