Вӑрнар поселокӗнче вӑрман ӗҫченӗсен кунне халалланӑ чаплӑ мероприяти иртнӗ. Уява Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Регион ертӳҫи вӑрман отраслӗнчи ӗҫченсене тата ветерансене професси уявӗпе саламланӑ, вӗсем республикӑри вӑрман пуянлӑхӗсене сыхласа хӑварма тата ӳстерме ҫав тери пысӑк ӗҫ тунине палӑртнӑ. Олег Николаев ҫутҫанталӑка упранишӗн тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн специалистсене тав тунӑ.
Чыслав церемонийӗ вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата пысӑк ӑсталӑхшӑн вӑрман ӗҫченӗсене патшалӑх наградисем панӑ.

