«Земство культура ӗҫченӗ» программӑпа ялсенче культура ӗҫченӗсене кӗтеҫҫӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Вӗсен культура сферинче аслӑ е професси пӗлӗвӗ пулмалла. Килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн специалистсене яла е 50 пин ҫын таран пурӑнакан ял-хулана ӗҫлеме яраҫҫӗ. Пӗтӗмпе 8 специалиста ӗҫе вырнаҫтарма палӑртнӑ. Кашниех 1-ер миллион тенке тивӗҫӗ.
Заявленисене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен – Чӑваш Республики, Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт, 133-мӗш пӳлӗм адреспа йышӑнаҫҫӗ.
Пӗлтӗр пирӗн республикӑра «Земство культура ӗҫченӗ» программӑпа 8 специалиста ял-хулана ӗҫлеме янӑ.

