Канаш тӑрӑхӗнчи Уҫырма ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр нумаях пулмасть пӗрле 60 ҫул пурӑннине паллӑ тунӑ. Кунта сӑмах Васильевсем пирки пырать.
Геннадий Николаевичпа Раиса Григорьевна 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем 9 мӑнукӗпе тата 6 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Ҫемье пуҫӗ Геннадий Николаевич тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хурса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ: сельхозхими автобазин пуҫлӑхӗ пулнӑ, Канашри керамзитблок производствин склачӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ, кайран «Канашский» ял хуҫалӑх производство коопеартивӗнче вӑй хунӑ.
Раиса Григорьевна вара пурнӑҫне ачасене халалланӑ, ӗмӗр тӑршшӗпе вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫленӗ: шкулта химипе биологи учителӗ пулнӑ, «Хӗвел» ача сачӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.
Васильевсем иккӗшӗ те ӗҫ ветеранӗсем, округра вӗсене нумайӑшӗ пӗлет, хисеплет.

