Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Сим-бокссем вырнаçтарнă

Сим-бокссем вырнаçтарнă

Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн тата Раççей ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн ĕçченĕсем пĕрлехи оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттерсе саккуна пăсса йĕркеленĕ çыхăну тĕввине пĕтернĕ.

Çакă палăрнă: сим-бокссене Шупашкарти тĕрлĕ районта арендăна илнĕ 4 хваттерте вырнаçтарнă. Техника тивĕçтерĕвне Архангельск облаçĕнчи 32-ри арçын дистанци мелĕпе пурнăçланă. Оперативлă мероприятисен вăхăтĕнче ăна тытса чарнă. Саккунсăр çаврăнăшран 4 телекоммуникаци хатĕрне кăларнă.

«Усал ĕç тунă арçын тĕлĕшпе преступлени сăлтавĕ пур тесе (Раççей Кодексĕн 2 пайĕн 274.3 статйи) уголовлă ĕç пуçарнă», – пĕлтернĕ Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн официаллă представителĕ Марина Афанасьева.

Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ. Преступлени схемине йĕркелес ĕçе камсем хутшăннине пурне те палăртмашкăн мероприятисем ирттереççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *