«Эревет» ача-пӑча ансамблӗ йӗркеленнӗренпе 45 ҫул ҫитнӗ.
Юбилей каҫӗ авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ унта куракансене хӑйӗн юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.
«Эреветҫӗсене» уяв ячӗпе «Ҫавал», «Уяв», «Сувар», «Суварята» ушкӑнсем саламланӑ.
Ансамбле 45 ҫул Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Федотов ертсе пырать. Ӑна пуҫараканӗ те вӑлах. Сергей Васильевич та кӑҫал 70 ҫул тултарнӑ. «Эревет» – манӑн шӑпа», – тет вӑл.

