Чăваш эстрада артисчĕсем Хусанта сипленекен салтаксем валли юрланă.
Унта вĕсем ятарлă çар операцийĕнче аманнă хыççăн сывлăхне çирĕплетеççĕ. «Тăнăç пурнăçа тунă утăм» проект ертÿçипе Дмитрий Осиповпа пĕрле пирĕн артистсем унта гуманитари пулăшăвĕ кăна мар, концерт та илсе кайнă. Аманнисене Алексей Шадриков, Катя Петрова, Сергей Кувшинов, Диана чăваш тата вырăс юррисемпе хавхалантарнă.
«Салтаксен кăмăлне çĕклени пирĕншĕн питĕ пысăк чыс. Вĕсене хăвăртрах сывалма сунатăп, упракан пирĕштийĕсем яланах çумра пулччăр», – тенĕ Диана.

