Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ачалăх: асран тухми самантсем

Ачалăх: асран тухми самантсем

Петр Петрович Петров Канаш районĕнчи Сухайкасси ялĕнче 1948 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Канашри 2-мĕш профессипе техника училищинче вĕренсе «слесарь-вагонник» специальнăçне алла илнĕ хыççăн Свердловск облаçĕнчи Анат Тагил хулинчи пĕр заводра слесарьте тăрăшнă. Хусанти В.И. Ульянов-Ленин ячĕллĕ патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа юридици факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин органĕсенче 26 çул хушши вăй хунă. Икĕ хутчен Çурçĕр Кавказра командировкăра пулнă. Ун çинчен Александр Савельевпа Василий Лапин журналистсем «Канаш» хаçатра «Çитмĕл çичĕ кун Чечняра» очеркра тĕплĕн çырса кăтартнă.

Милици подполковникĕ Петр Петров патшалăх наградисене те тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче «Паттăрлăхшăн» медаль тата «Иккĕмĕш степенлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн медалĕ, ведомство наградисем.  1990 çулта 50-мĕш  суйлав округĕнчен Халăх депутачĕсен Канаш хула канашĕн депутатне суйланнă. Ун ятне  Канаш районĕнчи персоналисен кĕнекине кĕртнĕ.1996 çулхи çу уйăхĕнчен  ШĔМ пенсионерĕ.

– 1949 çулта ман аттепе анне çулталăкри ывăлĕпе (манпа ĕнтĕ) Сухайкасси ялĕнчен темиçе çул каялла кăна уйрăлса тухса йĕркеленнĕ Муллавар выççăлкине  яланлăхах пурăнма куçаççĕ. Çĕнĕ çĕре куçнисем колхоз йĕркелеççĕ, ăна Лысенко академик ятне параççĕ. Наччасах ялта пуçламăш шкулпа колхоз правлени- йĕн çурчĕсем çĕкленеççĕ. Выççăлкă Канашпа юнашарах пулнă пулин те, унта радио та, электричество та пулман. Хĕллехи каçсенче ялта краççын ламписене çута-çута янă.

Çамрăк çемьесенче ачасем йышлăн çуралнă. Тин кăна туса лартнă çĕнĕ шкулăн алăкне пуçласа уçакансен шутĕнче эпĕ те пулнă…

Нумаях пулмасть чылай çул хушшинче пухăннă хут тĕркисене салатса тĕпченĕ чухне  пĕр вунă çул каялла çырса тултарнă тетрадь ăнсăртран куç умне пулчĕ. Ун чухне эпир, Хучелти 8 çул вĕренмелли шкултан 1963 çулта вĕренсе тухнисем, тĕл пулу ирттерме палăртнăччĕ. Шăпах çак тетрадь çине эпĕ тĕл пулура каламалли сăмахсене çырса хунăччĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула пĕрле пухăнса чуна уçса калаçса ларма май килмерĕ. Тетрачĕ те куç умĕнчен 10 çуллăха çухалчĕ…

Мĕн аса илмелли пурччĕ-ши çав тетрадьре? Паллах, хамăра шутлама, вулама, Тăван çĕршыва атте-аннене юратнă пек юратма, ватăсене хисеп- леме вĕрентнĕ учительсене каламалли тав сăмахĕсемччĕ. Пĕрремĕш-     пе иккĕмĕш классене эпĕ хамăн тăван Муллаварти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Манăн пĕрремĕш вĕрентекен Светлов Павел Романович, хамăр ял çынниех, пулнă. Вăл питĕ ăшă кăмăллăччĕ, никампа та сиввĕн, хăр-хар калаçнине илтмен. Çавăнпа ăна ял çыннисем чĕререн хисепленĕ. Эпир, Муллавар шăпăрланĕсем, Павел Романович ачисемпе питĕ туслăччĕ, уйрăмах кĕçĕннисемпе Коляпа тата Петяпа. Пĕрле сахал мар вăрçăлла вылянă.

Учитель пире вулама-шутлама, таса çырма вĕрентнипе кăна çырлахса ларман, ал ĕçĕ тума хăнăхтарса пынă. Сăмахран, мăлатукпа пăта çапма, ал пăчкипе ĕçлеме тата пуртăпа каскалама вĕрентнĕ. Алла ĕç хатĕрĕсем тытма хăнăхнăскерсем, пĕррехинче эпир, манран пĕр çулталăк аслă Петя Николаевпа иксĕмĕр, Муллавара икĕ пая пайлакан çырмана çын курман чухне анса, киле валли вутă хатĕрлетпĕр, тесе пилĕк е ултă çамрăк хурăна йăвантара-йăвантара янăччĕ. Вĕсене, яла илем кĕртес, тесе хамăрăн çамрăк атте-аннесемех лартнă пулнă. Пире, паллах, кун пек тума юраманни çинчен сăмахпа ăнлантарса панăччĕ, анчах  алăпа тивмен. Тĕлĕнмелле: пирĕн аттесем, вăрçа хутшăнса темле асап тÿснĕ пулин те, ачасем çине алă çĕклемен. Эпĕ ас тумастăп. Тепĕр тесен, хамăр юрăхсăр ĕç тунине ăнланса,  атте-анне сисиччен тарса пытанма ĕлкĕрнĕ. Шыраса туп-ха пире! Ку аса-илÿ сăмах май пулчĕ.

Хĕрачасене Павел Романович çĕлеме-тĕрлеме, чулха-нуски çыхма ăс панă. Тĕлĕнетĕп, ку хĕрарăм ĕçĕсене Павел Романович хăш вăхăтра алла илнĕ-ши? Е ăна мăшăрĕ, ялти паллă ал ĕç ăсти Маня аппа мастер-класс кăтартса вĕрентнĕ? Маня аппа ачасене питĕ тараватчĕ. Эпир Светловсен садĕнче пĕрре кăна мар пан улмипе, сливăпа, хурлăханпа хăналаннă.

Вĕсен килĕнче патефон та пурччĕ, пластинкăсем те чылайччĕ. Пластинкăсене эпир пысăк çулçăллă фикус йывăçĕ лартнă каткапа юнашар ларакан диван çинче итлеттĕмĕр, Музыкине кам çырнине, кам юрланине эпир, паллах, пĕлмен. Пире, ача-пăчана, юрри-кĕввине итлесе пултăр! Ун чухне килте радио та, электричетво та пулман. Пралукĕсене те тин кăна карма пуçланăччĕ. Телевизор пирки ĕмĕтленме те пултарайман.

Павел Романовича килĕнче эпир сайра-хутра кăна кураттăмăр. Вăл яланах шкулта пулнă. Каламасăр хăварнă: вăл пире тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе картинăсем ÿкерме те вĕрентетчĕ. Акварель сăррисем вăл вăхăтра пулман.

Учитель килĕнче алăпа çырнă хулăм тетрадь пулнине ас тăватăп. Тетрадь çине ятне те çырнăччĕ. Те «Поляр çăлтăрĕччĕ», те «Çурçĕр çăлтăрĕ». Мĕн çинчен пулнă-ши çав хулăм тетрадь, паян кун та чухлаймас- тăп. Мĕнле-ши шăпи çав тетрадĕн?

Каярахпа пирĕн ялпа юнашар пысăкрах шкул туса лартрĕç, вара эпир вĕренме унта куçрăмăр. Унта пире октябренока илчĕç. Картонран тата хĕрлĕ пусмаран пĕчĕк çăлтăрсем туса кĕпе çине çиппе çĕлесе лартрăмăр . Костюмсем пирĕн пулман.

Виççĕмĕш класра пионера илчĕç. Астăватăп: анне çĕр улми тата темĕн сутса мана валли шкул форми туяннăччĕ. Вăл салтак тумтирĕ евĕрехчĕ. карттусăн кисурукĕ (козырек) хытă та йăлтăрккаччĕ, кокарда та пурччĕ, ун çинче «Ш» сас палличчĕ. Гимнастеркăн тÿммисем шурă пулнă, брюкипе гимнастерка сăрă пусмаранччĕ. Сарлака пиçиххи хура тĕслĕ пулнă, сарă тĕслĕ бляхăпа. Пионер галстукне те манса хăвармалла мар.

Шкул формине тăхăнсан шăллăмсемпе йăмăксем ман йĕри-тавра явкаланса çÿретчĕç, вĕсен те часрах ÿссе шкул тумтирне тăхăнас килнĕ ĕнтĕ!

Тепĕр темиçе кунтан пире коридорта  савăнăçлă линейкăна тăратрĕç. Шкулти пионерсен Лиза Чайкина ячĕпе хисепленсе тăракан организацийĕн дружина канашĕн председателĕ, 8-мĕш класра вĕренекен Ольга Кириллова шкул директорне рапорт пачĕ. Унтан горн каласа тата параппан çапса пирĕн умран шкул ялавне йăтса иртрĕç.  Шкул директорĕ Федор Сильвестрович пире пионера илме команда пачĕ. Çавăнтах аслă классенче вĕренекенсем пире хĕрлĕ галстук çыхса ячĕç. Çапла эпир пионерсем пулса тăтăмăр.

Эпир лайăх вĕренме тăрăшнă, тимĕр-тăмăрпа макулатура, килтен киле çÿресе колхоз валли пахча-çимĕç ÿстерекен ана çине сапма кĕл пуçтарнă. Эпир ачаранах лаша кÿлме, колхоз ĕçĕсене пурнăçлама  пĕлнĕ.

Тепĕр кун, сентябрĕн 19-мĕшĕнче, пионер организацийĕсен кунĕнче, шкул ертÿçисем вăрман хĕрринче пионерсен костерне чĕртрĕç. Темĕн чухлĕ вăхăтран мана пирĕн отрядăн звеньевойне суйларĕç.

Те 6-мĕш, те 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне мана класс старостине суйларĕç. Унăн тивĕçĕсене эпĕ мĕн шкултан вĕренсе тухичченех пурнăçласа пытăм. Эпĕ нихăçан та карьерист пулман, карьера çинчен ĕмĕтленмен. Пурнăç мана хăех ертÿçĕ должнăçĕ патне илсе çитеретчĕ. Кунта эпĕ икĕ сăлтав куратăп. Пĕрремĕшĕ: никамăн та хăй çине яваплă ĕç тиес килмест. Эпĕ те хам çине тиемĕттĕм, анчах эпĕ хушнă ĕçе пĕтĕм вăй-хала шеллемесĕр пурнăçлама хăнăхнă. Яваплăха туйса ĕçлекен çын çине ытларах тиеççĕ тени тĕрĕсех çав. Обществăлла ĕçрен пăрăнакансем яланах таса, вĕсен айăп çук, çынсен йăнăшĕсене вара чăн малтан кураççĕ. Ун пеккине манăн пурнăç тăршшĕпех чăтма тиврĕ.

Иккĕмĕш профессипе техника училищинчен эпĕ виççĕмĕш, хушса панă разрядпа вĕренсе тухрăм. Анат Тагилта 4-мĕш разрядпа ĕçлерĕм, çавăнтах цехри комсомол организаци секретарĕн çумне суйларĕç.

Совет Çарĕнче танк вĕренÿ полкĕн-че специальнăç илсен мана çав полкрах курсантсене вĕрентме хăварчĕç, аслă сержант звани пачĕç. Хĕсмете эпĕ танк взвочĕн командирĕн заместителĕн должнăçĕнче вĕçлерĕм. Каярахпа та, милици органĕсенче ĕçленĕ чухне, хамăн тивĕçсене пĕтĕм вăй-хала шеллемесĕр пурнăçласа пытăм. Ĕçленĕ хушăрах вăтам пĕлÿ, унтан Хусанти патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илтĕм. Пуçламăш парти организацийĕн секретарĕнче тăрăшрăм. Подполковник званипе тивĕçлĕ канăва тухрăм.

Малтанхи аса-илÿсем патне таврăнар-ха. Хучел шкулĕнчен вĕренсе тухас умĕн, 7-мĕш класра, пире комсомола илчĕç. Канаш районĕн комсомол организацийĕнче темиçе çынран тăракан комисси пирĕн заявленисене пăхса тухса пире комсомола илни çинчен пĕлтерчĕ. Эпир мĕнле хумханни çинчен пĕлесчĕ сирĕн! Комсомол билетне алла илсен мĕнле савăнтăмăр!

Сăмах май каласан, тепĕр хумхану та чĕререн сирĕлмен-ха. Хучелти шкулта пире вĕрентнĕ, каярахпа КПСС Канаш хула комитечĕн иккĕмĕш секретарĕ Геннадий Софронович Софронов мана парти билетне алла тыттарнă  чухнехи савăнăç паян кун та манăçа тухмасть. Мускаври Хĕрлĕ лапама пĕрремĕш хут ярса пуссан тата Ленин мавзолейне кĕрсен те чунра çав туйăмсемех хуçаланчĕç. Мĕнре-ши çак туйăмсен сăлтавĕ? Тен, Совет Союзĕ вăхăтĕнче пире çавнашкал воспитани панă? Е эпир хамăрăн вĕçĕ-хĕррисĕр пысăк Раççее чунтан-вартан юратнинче? Иккĕшĕ те пĕрле пулĕ тетĕп.

1963 çулта эпир Хучел шкулĕнчен вĕренсе тухрăмăр  та çĕршыв тăрăх салантăмăр.  Пире пĕлÿ панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă учительсем яланах пирĕн асра пулнă. Акă вĕсем: шкул директорĕ Сильвестров Федор Сильвестрович, вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ Андреев Петр Андреевич, учительсем — Кириллов Петр Кириллович, Васильев Моисей Васильевич, Александров Георгий Александрович, Васильев Александр Васильевич, Денисов Виктор Денисович (вăл каярахпа Канашри РОНО заведующийĕнче тимлерĕ), Софронов Геннадий Софронович (Уçырмара вĕрентнĕ хыççăн КПСС парти райкомне куçрĕ).

Хĕрарăмсенчен — Сильвестрова Анна Петровна, Андреева Валентина Ивановна, Васильева Мария Прокопьевна, Александрова Мария Тимофеевна, Антонова Анна Семеновна, Сергеева Агафья Сергеевна, Кириллова Ольга Васильевна тата Филиппова Лидия Константиновна.

Арçын учительсем пурте Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем пулнă, хăрарăмсем — тыл ĕçченĕсем. Вĕсем патшалăх тата ведомство наградисене тивĕçнĕ, ялта пысăк хисеп- ре пулнă.

Денисов Виктор Денисович вара ман Ванькка куккапа пĕрле çар училищинче вĕреннĕ, иккĕшĕ те вăрçăра çапăçнă.

Ман атте те, Тимофеев Петр Тимофеевич, финсемпе çапăçнă, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Аннене, Тимофеева Анна Яковлевана, 18 тултаричченех Иваново облаçне торф кăларма илсе кайнă.

1963 çулта шкул пĕтернисенчен тăватă çынна Канаш районĕн персонали кĕнекине кĕртнĕ. Акă вĕсем: колхоз механизаторĕ Кириллов Валерий Васильевич, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Сумкин Николай Егорович, запасри милици подполковникĕ Ярмукова Елена Дмитриевна тата эпĕ.

Çулсем иртеççĕ, пирĕн йыш чаксах пырать. Утмăл виçĕ çул каялла Хучелтен вĕренсе тухнисенчен пурăнакансем тăваттăн анчах юлтăмăр.

Петр ПЕТРОВ,

запасри милици подполковникĕ,

ШĔМ пенсионерĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *