«Иртнине манса хаклама пěлмесен малашлăх телейлě те лайăх пулассине шанса ěненме çук», – тенě аслă ӳсěмри çынсемпе ватăсем. Чылай чухне ваттисем калани чăннипех пурнăçланать.
Хальхи пек каласан, Çěнě Чалкасси тăрăхěнче Иккěмěш Хурамал ялě вăрçăччен (1941-1945) арçын вěрентекенсемпе пуян пулнă, палăрса тăнă. Ямаша тухса каякан урамра кăна ултă арçын вěрентекен пурăннă. Яков Григорьевич Григорьев килěнче кун курнă ывăлсем пěрин хыççăн тепри учитель пулма шут тытнă. Пěр ывăлě, Александр Яковлевич, Çěнě Чалкасси шкулěнче математикăна вěрентсе ачасене аталанма çул уçса панă. Кěçех Хěрлě Çар ретне тăма ят тухнă унăн. 1935-мěш çултанпа Смоленск таврашěнче хěсметре пулнă. Унăн Микулай шăллě Канаш хулинче вěрентекен пулма хатěрленнě, анчах вěренсе пěтерме май килмен: вăрçă пурин ěмěтне те татнă. Вěренекен яш каччăсем çěршыва хӳтěлеме курсěпех фронта кайнă. Шел, вěсенчен чыла- йăшě вăрçă хирěнчех юлнă. Александр Яковлевич аслă лейтенант та Сталинград патěнче пуçне хунă. Аслă вăрçă хыççăн вěрентекен пулса Матрена Яковлевна йăмăкě пиччěшěсен ěçне малалла тăснă. Яков Григорьевичăн Павăл пиччěшěн мăнукě Николай Семенович Сěнтěрвăрри тăрăхěнче истори учителě, Дубовкăра шкул ертӳçи те пулнă.
Кăркка Ванькин (хут çинче – Михайлов Иван Михайлович) тăватă ывăлě те çěршыва тăшмансенчен хăтарма мобилизаци йěркипе вăрçа ăсаннă. Пěр вăрçă та çухатусăр пулмасть. Тăватă ывăлтан виççěшě паттăрсен вилěмěпе вилнě, вěсен шутěнче Яков Иванович вěрентекен те. Çапах та вěрентекен йăхне малалла Кăркка Ванькин мăнукě Алексей Якимович тăснă. Вăл чăваш чěлхипе литературине вěрентнě, ачасем валли калавсем те хайланă, чылай вăхăт шкул ертӳçи пулса та тимленě. Паянхи кун тивěçлě канура пулсан та, малашнехи кунăн, пурнăçăн асамлăхне çухатман-ха.
Çав урамрах Константин Дмитриевич Дмитриев хитре те яштака каччă ӳссе çемьеленнě, хăйěн ялěнчех пуçламăш классене вěрентнě. Ачасем питě килěштернě ăна. Хăйěн çем- йинче ача пулманран-ши, Константин Дмитриевич хăй те ачасене кăмăлтан хисепленě те, юратнă та. Вăрçă пуçлансан вăл та хӳтěлевçě-салтаксен ретне тăнă. Пăлаки аппăшě каласа панă тăрăх, сывлăхě япăхланнипе, Константин Дмитриевича вăрçăран киле янă. Вăл каллех ачасене вěрентме тытăннă. Шел пулин те, вăрçă чарăнсан тепěр çулхинех пурнăçран уйрăлнă. Константин Дмитриевичран ăс илнě ачасем ăна яланах ырăпа аса илнě, аса илеççě те.
Темиçе кил урлă, кӳршěрех, Çěнě Чалкасси шкулěн пулас ертӳçи, математика учителě, Алексеев Никифор Алексеевич çуралса ӳснě. Шăпа ăна Хурамалтан Алтай тăрăхне илсе çитернě. Çемьен куçса каймалла пулнăран, Никифорăн та, Канашра ăс пухаканскерěн, вěренěве малалла Барнаул хулинчи педучилищěре тăсма лекет. Шăпах вăрçă пуçланнă çул вěренсе пěтерет Никифор Алексеевич. Мирлě ěçе пуçăнас, ачасене ăс парас вырăнне вăрçа кайма лекет учителěн. Унăн ěçне-хěлне малалла Тамара хěрě тăсать, Шăхасан шкулěнче математик пулса тимлет.
Пысăк кěпертен тăвалла хăпарса тăсăлакан урамра Скворцовсен çемйи туслăн пурăннă. Ку килте Василий Алексеевич учитель çуралнă, ӳснě, вěрентекен пулса тăнă. Вăл та вăрçă участникě. Ěмěрне кайран Татмăшпа Йăлмаччара ирттернě, Вăтакас Татмăш шкулěн ертӳçи те пулнă. Василий Алексеевичăн Иван пиччěшěн Михаил ывăлě аслă шкулта ěçлесе профессор ята тивěçнě. Вăл чăвашла-вырăсла словарь хатěрленě. Михаил Ивановичăн аппăшě Нина та вěрентекен пулса вăй хунă. Вăл вырăс чěлхипе литератури предмечěсемпе Çěнě Чалкасси, Ямаш, Чурачăк шкулěсенче ачасене ăс панă.
Виççěмěш урамра та пулас вěрентекенсем çуралса ӳссе çитěннě. Хальхи вăхăтра ку урама аса илтерекен пěр хуралтă та çук. Эпě ас тăвасса, пěр-икě хуралтă тата яштака пěртен-пěр хурăн ешерсе ӳсетчě. Ефимов Филипп аса илнě тăрăх, çав килте Емек карчăкě пурăннă пулать. Çамрăккисем колхоз пуçланичченех Йăлмаччана куçса кайнă. Çав килтен икě вěрентекен тухнă. Нестор Емельянович Вăрнар тăрăхěнче тимленě, ěмěрне çавăнтах вěçленě. Тепри, Юрий Емельянович Емельянов, юрă-кěвě ăсти пулнă, Саратов хулинчи консерваторинчен вěренсе тухнă. Вăрçă вут-çулăмě витěр те тухма лекнě унăн. Юрий Емельянович «Священная война» асамлă юрра юрлакансенчен пěри пулнă, Александров ячěллě ансамбльте тимленě. Ěмěрне Мускав çывăхěнче ирттернě, 64 çула çитсен чире пула пурнăçпа сывпуллашнă. Емельяновсем яла питех килсе çӳремен. Халě вěсене ас тăвакансем те юлмарěç пулě тесен те тěрěс.
Иккěмěш Хурамал хушшипе Пăштанар шывě юхса иртет. Асăннă вěрентекенсем пурте юхан шывăн сулахай çыран енче кун çути курнă. Сылтăм енче Мукин Андрей Федорович вěрентекен пурăннă. «Шăпаран иртеймěн», – тенě ватăсем. Андрей Федорович тăванěсем улттăн вăрçăра çапăçнă. Хăй вăл 1943-мěш çулта пуçне хунă. (Петр Федорович пиччěшě каласа панинчен).
Канаша тухса каякан урамра Седовсем пурăннă. Николай Гаврилович Тăрăн, Ушанар, Шěкěр шкулěсенче тимленě. Мефодий Гаврилович Çěнě Чалкасси шкулěнче географи, естествознани урокěсене ирттернě, каçсерен ликбез ертӳçи пулнă (çитěннисене вулама-çырма вěрентнě). Иккěшě те вăрçăран таврăнайман.
Ильин Петр И. лейтенант учитель те вăрçă хирěнчех юлнă. Вăл Тюмень облаçěнче вăй хунă, вăрçăна та унтанах кайнă.
Вăрçă хыççăнах шкул çулне çитнě ачасене çутта кăларас ěçре Василий тата Кирилл Яковлевсем тимленě. Пěри математик, тепри чěлхене вěрентекен.
Хальхи саманара та Хурамалта вěрентекенсен йышě сахал мар: вěренӳ тилхепине, çутçанталăк саккунěпе килěшӳллěн, малалла мăнуксем çирěппěн тытса пыраççě. Эпě кукаçипе кукамай ялěпе мăнаçланатăп. Эпě те Иккěмěш Хурамал йăхěнчен пулнишěн савăнатăп.
Тивěçлě канура пурăнакан учительсене çывхарса килекен вěрентекен кунě ячěпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатăп. Уйрăмах иртнě 90-мěш çулсенче шкула пěтме паман ертӳçěсене пысăк Тав. Пур вěрентекенсемпе вěренекенсене те Турă пиллетěр.
Дмитриев Гурий Дмитриевич историк çырнисене пěтěмлетсе.
Людмила ОРЛОВА,
Çěнě Чалкасси ялě

