Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Спортсменсен йышӗпе ҫӗнӗ рекорд лартнӑ

Спортсменсен йышӗпе ҫӗнӗ рекорд лартнӑ


Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Асхва ялӗ ҫумӗнчи «Урожай» стадионта Нацисен кросӗ питӗ масштаблӑ иртнӗ. Вӑл округра пурӑнакан 900 ытла ҫынна пӗрлештернӗ, ку – спортсменсен йышӗпе ҫӗнӗ рекорд.
Чи малтан опытлӑ инструкторсем ерт- се пынипе пурте пӗрле упражненисем тунӑ, ӑшӑннӑ, старта тухма хатӗрленнӗ. Кашни ҫак куна хӑйне евӗрлӗ тума тӑрӑшнӑн туйӑннӑ.
Спортсменсене Канаш тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Чернов, Чӑваш Рес- публикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Андрей Васильевпа Андрей Разбирин саламланӑ. Вӗсем ҫакӑн пек мероприятисем хастар пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетнине тата округра пурӑнакансене пӗрлештернине палӑртса хӑварнӑ.
Старта тӗрлӗ ӑру представителӗсем тухнӑ. 2017 ҫулта ҫуралнӑ тата кӗҫӗнрех ачасем хӑйсен пирвайхи 500 метрне шанчӑклӑн парӑнтарнӑ, нумайӑшӗшӗн пурнӑҫӗнчи пӗрремӗш официаллӑ чупу пулнӑ. 2015-2016 ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем 1 километра чупнӑ. 2013-2014 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫамрӑксем те 1 километрлӑ дистанцие тухнӑ, хӑвӑртлӑха тытса пыма тата финиша тухиччен кӗрешме пӗлнине кӑтартса панӑ.
2011-2012 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсемпе ветерансем (35 ҫулти хӗрарӑмсем тата 40 ҫулти арҫынсем) 1 километрлӑ дистанцие парӑнтарнӑ. 2009-2010 ҫулта ҫуралнӑ хӗрсем, 2008 ҫулта ҫуралнӑ тата аслӑрах хӗрарӑмсем, ҫавӑн пекех 2011-2012 ҫулта ҫуралнӑ ҫамрӑксем 2 километр чупнӑ. Чупӑвӑн чи вӑрӑм па-йӗсем (3 километр) 2009-2010 ҫулсенче ҫуралнӑ каччӑсемпе 2008 ҫулта ҫуралнӑ арҫынсене тата аслӑраххисене тивнӗ.
Массӑллӑ чупу 1 километра тӑсӑлнӑ, старта сусӑр ҫынсем те тухнӑ, вӗсем 500 метра чупса ӑмӑртнӑ.
Канаш округӗн администрацийӗ волонтерсене, судьясене тата уява ҫӳллӗ шайра ирттерме пулӑшнисене пурне те чӗререн тав тӑвать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *