Канаш тӑрӑхӗнчен «Берегиня села» регионти пӗрремӗш премин «Ял сасси» номинацире Людмила Ивановна Кудряшова хутшӑнать. Нумаях пулмасть вӑл Карӑклӑри шкулта 6-9-мӗш классенче вӗренекенсемпе тӗлпулу каҫӗ ирттернӗ.
Людмила Ивановна ачасене мӗн пӗчӗкренех ялта пурӑнни ҫинчен каласа панӑ. Ҫамрӑк чухнех унӑн пурнӑҫӗ культурӑпа тата пултарулӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинчен вӗренсе тухсан вӑл хӑй те юрӑсем ҫырма тытӑннӑ.
2022 ҫултанпа Людмила Кудряшова Юмансар ялӗнчи культура ҫуртӗнче художество ертӳҫи пулса ӗҫлет. Вӑл ертсе пынипе виҫӗ вокал коллективӗ – «Юманлӑх», «Илем» тата «Дубочек» чӑмӑртаннӑ. Ҫак ансамбльсем халӑх йӑли-йӗркине упраса пырҫҫӗ, муниципалитетри, регион хушшинчи площадкӑсене тухаҫҫӗ, куракансене чӑн-чӑн уяв парнелеҫҫӗ.
Калаҫӑва вӗренекенсем те хастар хутшӑннӑ, пултарулӑх ыйтӑвӗсем панӑ. Чи интереслӗ ыйту паракансем пылак парнесене тивӗҫнӗ.

