Малалли. Пуçламăшĕ 37-мĕш №
1800 çулсем пуçламăшĕнче Биболдински (халĕ Ухман сали) ятлă вулăса уçнă. Çав çултан пуçласа пĕр 1834 çулччен Аслă Кипеч хăйĕн выççелккисемпе Биболдински вулăсĕн-
че шутланса тăнă.
Раççей империйĕн патшалăх пурлăхĕн министрĕ П.Д. Киселев вырăс патши Пĕрремĕш Николай ирĕк панипе хресчен реформисене ирттерет. Çав реформа тăрăх вулăс территорисене пысăклатнă. Биболдински вулăсне хупнă та ун вырăнне Биболдински (халĕ Ухман сали), Аслă Кипеч тата ытти сельски обществисене уçнă. Çав вăхăтрах Шибылги вулăсне уçнă та çывăхри сельски обществисене пурне те Шибылги вулăсне кĕртсе янă. Ун хыççăн Шибылги вулăс территорийĕ хальхи Канаш районĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕ территорийĕ пекех пулса тăнă.
Ушанарти тĕпчевçĕ Л.И. Иванов хăйĕн хаçат статйинче Аслă Кипеч 1859 çулта пĕтнĕ тесе пĕлтернĕ. Анчах та 1858 çулта Аслă Кипечре 134 кил пулнă, 345 арçын тата 377 хĕрарăм пурăннă. 1858 çулта Анаткас Кипече аса илнĕ пулсан та 1880 çулхи Хусан кĕпернин военно-топографи тата Çĕрпÿ уесĕн 1885 çулхи ÿкернĕ карттисем çинче вырăсла Кибечпе С.Кибече анчах палăртнă е 1912 çулта тухнă Çĕрпÿ уесĕн картти çинче вара Кипеч вырăнне Нижние Кибечи ятлă ял пек палăртнă. Çав вăхăтрах Анаткас Кипечпе Вăтакас Кипечре мĕн чухлĕ халăх пурăннине маларах çыртăм.
Эпĕ ăнланнă тăрăх Анатри кас Аслă Кипечрен кил шучĕсемпе, килĕ- сене урăх вырăна куçармасăрах, уйăрăлса тухнă. Шибылги вулăсĕн правлени пĕлтернĕ тăрăх Аслă Кипеч сельски обществинче вырăсла околотки Нижний, Средний тата Чел-Кумага шутланса тăнă. Çапла вара 19-мĕш ĕмĕр вĕçнелле ĕлĕкех пулнă амăш ялĕн географи ятне Аслă Кипече манăçа кăларнă. Унта пурăннă халăхĕ Анаткаспа пĕрлешсе кайнă ун айне кĕрсе кайнă темелле. Халĕ ку тăрăхри ялсен Аслă Кипеч вырăнне амăш ялĕ Анаткас пулать.
Мĕне пĕлтерет-ши Кипеч ят? 1638 çулта тунă списокра хальхи Кипече хушаматпа çыхăнтарса Кибечева тесе çырнă. Апла пулсан вăл Кипеч ятран тухнă. Кипеч тăрăхăнче çуралса ÿснĕ тĕпчевçĕсем Кипеч ята пурте пĕр харăс çапла çырса ăнлантарса пама тăрăшнă.
«Название деревни «Кибечи» привезено переселенцами с реки Кама. «Кибечи» в переводе с татарского означает «купец». Действительно, татарское слово «кибетче» в переводе на русский язык означает «продавец, торговец, лавочник» (примечание Анатольева В. Н.)». Ку текстне «Челкумаги – деревня моя» кĕнекерен çырса илтĕм. Авторĕсем А.М. Михайлăвпа В.Н. Анатольев пулаççĕ.
Чăваш патшалăхĕн чаплă та тăнлă историкĕсем чăваш халăхĕ ăçтан тухнă пирки пире çапла ăнлантарса панă. Иккен пирĕн мăн асаттесем пăлхарсем пулнă. Кун пек сăмахсем вара мана питĕ тĕлĕнтереççĕ. Эпĕ хамăн «Сказание о чувашах» трилоги çинче чăваш халăхĕн тĕп вырăнĕ ăçта пулнă пирки çапла çыртăм. Ылтăн Урта тата маларах Атăлçи Пăлхар патшалăхĕсем пулнă вăхăтра халăхсем хушшинче чикĕсем пулман та хуралçăсене чикĕсем тăршшипех сыхлама тăратман. Вырăнпа вырăнпа çÿллĕ вырăнсенче сыхласа тăрăкансем пулнă. Вăл вăхăтсенче чăвашсем ытларах Атăл, Сĕве, Сăр, Кама, Вятка, Кильмезь тата Казанка юхан шывсем тăрăх пурăннă. Кунта Кильмезь юхан шыв та чăваш сăмахĕнчен тухнă. Вырăсла куçарсан «не идет» тенине пĕлтерет. Унăн тăршĕ 270 çухрăм ытла. Казанка юхан шыв унччен Ар ятлă пулнă. Ун çырми тăрăх ĕлĕкренпех Арск хули ларать. Вăл чăвашсен тĕп хули пулнă. Казанкăпа Кама юхан шывсем тăрăхĕнчи вырăнсене, унта чăвашсем йышлăн пурăннă пирки, вырăсла Чувашская дорога тенĕ. Иван Грозный хăйĕн çарĕпе Хусана парăнтарма килсен Чувашская дорога вырăнта пурăнакан чăвашсем малтан Иван Грозный майлă пулнă. Анчах та вăрçă пуçлансан Арск хулин эмирĕ тата ăна майлă князьсемпе мăрсасем унти чăвашсене темле майлă çавăрса Иван Грозныйне хирĕç тăратма май килнĕ те вырăс çарĕсем çине тапăнтарнă. Çавăншăн Чувашская дорога тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсене вырăс çарĕсем салатса янă. Нумайĕшне вĕлернĕ. Выльăххисене тата ытти пурлăха туртса илнĕ. Ку истори хăйне майлă вăрăм. Анчах та унти халăх кайран кам ăçта мĕнле майлă вырнаçса пĕтнине пĕлме май çук. Çавăнпа та Тутар Республикинчи Кибяч ялĕ Чувашская дорога территоринче ларать пулсан та Канаш райо-
нĕнчи Кибеч ялĕпе пĕр тăванлă ялсемех пулаççĕ-ши? Мĕншĕн ун пек çыратăп. 16-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Сĕве уесĕнче вулăссене йĕркелесе янă чухне пĕр чăваш вулăс шутне тăванлăрах е вăл вăхăтри йĕркепе çĕр пÿрт хуçин ялĕсене кĕртме тăрăшнă. Кармамей вулăсне те çав менерпах йĕркеленĕ. 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Кармамей вулăсĕнче 9 чăваш ялĕ шутланса тăнă. Тата карттă çинче çав курăнать. Кармамей вулăсри ялсем Уйкас Мамирен пуçласа Ăвăс- пÿрт Кипеч патне çитичен пурте çуммăн Кĕçĕн Çавал тăрăх ларса тухнă. Вĕсен шутĕнче Кипечсем те пур.
Стекловĕ тутар чĕлхине пĕлмест пулсан та Кипеч ята çакăн пек ăнлантарса панăшăн каллех питĕ хирĕç. Вĕсем ун пек çырнă хыççăн тем тĕрлĕ ыйту та тухать. Сăмахран, Кипеч чăваш ялĕ. Чăваш «Кипеч» тата тутар «Кибетче» сăмахĕсем пĕртан е тăванлă сăмахсемех пулаççĕ-ши? Тутар «Кибетче» сăмахне чăвашла «купса» теççĕ. Малалла мана тата çав тĕлĕнтерет? Анчах çуралнă каччăна тутарсем «Кибетче» е вырăсла «лавочник» тăрăхласа ят пама пултарнă-ши? Çавна майлă чăвашсем те анчах çуралнă каччăна ĕлĕкхи йĕркепе тăрăхласа «купса» ят пама пултарнă-ши? Мĕншĕн ун пек çыратăп. 1447 çул каялла арап çынни Мăхамет мăсăльман тĕнне йĕркелесе янă. Ун хыççăн вăл ислам религине ĕненекен халăхшăн пророк пулса тăнă. Унтан хăюлланса малалла никам та иртмен. Анчах та унăн çывăх юлташĕсем пулнă. Вĕсем çемьеллĕ çынсемех пулнă. Мăхаметăн ывăлĕсем Касим, Абдуллах, Ибрахим тата унăн мăнукĕсем Хасан, Хусейн, Талиба, тата ыттисем те пулнă. Вĕсем хыççăн ахаль халăхсен çемйинчен çуралнă арçын ачасене ашшĕпе амăшĕ Мăхамет йăхран тухнă ятсене ят пама тăрăшнă. Сăмахран, 922 çулта Атăлçи Пăлхарĕн патши Балтавар аль-Хасан пулнă. Çав çултах вĕсен патне мăсăльмансен аль-Муктадир патшин посольстви çитнĕ.
Арапсен патшин посольствине ерт- се пыма Ахмад ибн-Фадлана хушнă. Вăл истори валли çапла сăмахсем çырса хăварнă. «Эпир патшалăх ĕçĕпе славянсен патшалăхне каятпăр», – тенĕ. Вĕсем каллех вăрттăн çулпа, хасарсем ан пĕлччĕр тесе, пушхирсем урлă каçса Хорезм ятлă патшалăх витĕр тухса Атăлçи Пăлхар патшалăхне 922 çулта май уйă- хĕнче çитнĕ. Чаплă хăнасене патшалăх чиккинче Пăлхар патшалăхĕнче пурăнакан пысăк йăхсен патшисем, аль-Хасан патшан çывăх тăванĕсем кĕтсе илнĕ. Тĕп хула чиккинче вара чаплă хăнасене Хасан патша хăй кĕтсе илнĕ, патшалăх пуçлăхĕсемпе паллаштарнă, чаплă тата паллă вырăнсене кăтартнă. Ун хыççăн хăнасене канма ирĕк панă. Тĕп кунне славянсен аль-Хасан патшине тата унăн çывăх тăванĕсене, патша патĕнче пысăк ĕçпе ĕçлекенсене, юлташĕсене ислам тĕнне кĕртме тытăннă. Чаплă йĕрке пуçланас умĕн Балтаварăн ывăлĕ аль-Хасан çапла ыйтнă:
– Эсир хутбара ман ятпа кирлĕ сăмахсене мĕнле майлă каласшăн. Ибн-Фадлан çапла ăнлантарма тăрăшнă:
– Малтан санăн ятна, унтан санăн аçу ятне аса илеççĕ. Ибн-Фадлана сăмахĕсене каласа пĕтериччен Аль-Хасан ăна тÿрех çивĕччĕн çапла каласа хунă.
– Манăн атте тĕрĕс мар турра ĕненнĕ. Çавăнпа та унăн ятне минбар çинче калама юрамасть. Эпĕ те атте пекех тĕрĕс мар турра ĕненнĕ. Çавăнпа та манăн ята та минбар çинче аса ан илĕр. Анчах та ман, аслă хуçамăн, Аллахăн пысăк тарçин ячĕ мĕн ятлă.
– Джафар, – тенĕ ибн-Фадлан.
– Мана унăн ятне илме юрать-ши? – тесе ыйтнă патша.
– Юрать, – тенĕ ибн-Фадлан.
Аль-Хасан савăннипе çапла каланă:
– Анчах эпĕ хама çĕнĕ ят патăм. Малашне эпĕ Джафар ятлă. Аттен ячĕ вара Абдаллах пултăр. Халĕ Хатиба манăн çĕнĕ ятпа хутбу вуласа чаплă йĕрке тума хушма пултаратăн, – тенĕ Аль-Хасан-Джафар. Хатибĕ славян патша ячĕпе тÿрех тĕн йăлине ирттерме мăсăльмансен тĕп кĕнеки çине çырнă сăмахсене янраттарса тăсса вулама пуçланă.
– О. А-а-а-л-л-а-х. пăлхар халăхне ертсе пыракан эмира, хăвăн шанчăк- лă чуруна, Абдаллах ывăлне Джафара, пурнăçра яланах сыхласа упрама тăрăш.
Хусан ханствин патша ячĕсем Мăхамет, Ибрагим, Махмут тата ыттисем те. Касим ханствине Касим йĕркелесе янă. Çапла вара. Мăсăльмансем анчах çуралнă ачасене аллах туррине ĕненсе ислам религипе çыхăннă ятсем пама тăрăшнă.
Чăвашсен те анчах çуралнă ачана ят памалли хăйне майлă йĕрке пулнă.
Чăнах та Сабински районĕнче Большие Кибячи ятлă ял пур. Унти тĕпчевçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, яла 1553 çулта Юдай ятлă çын йĕркелесе яма пултарнă. Тĕрĕсех-ши кун пек çырнă шухăшсем?
Чăвашсем Канаш районĕнчи яла Кипеч, Комсомольскипе Елчĕк районĕнчисем Кипеç теççĕ. Кибяч, Кипеч тата Кипеç пĕр танлă сăмахсемех пулаççĕ-ши? Ку ятсем чăнах та «купса» е тутарла «кибетче» тенине пĕлтереççĕ-ши? Эпĕ те ку сăмаха яка ăнлантарса параймастăп пулмалла. Мĕншĕн тесен эпĕ вырăсларах çырнă ятсене куратăп. Аса илнĕ сăмахсенче пĕр сас палли анчах улшăннă пулсан та ун пек сăмах тепĕр япалана та пĕлтерме пултарать. Апла пулин те Комсомольскипе Елчĕк районĕн- чи «Кипеç» ячĕ тĕрĕсрех сыхланса юлнă пек туйăнать. Ун пек пулсассăн «Кипеç» ят «кĕпĕçет» сăмахран тухнă пулмалла. Ун пек пулсан ку сăмахне вырăсла куçарсан «пыхтеть» тенине пĕлтерет. Çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» килнине йышăнакансем çакна сиснĕ. Ача çут тĕнчере тутисене пăркалама тата аллисене хускатма пуçланă. Çавна куракансем кĕпĕçет пулмалла тенĕ. Çапла вара пулас каччăна Кĕпĕç ят лекнĕ е вырăсларах çырнă хыççăн Кипеç ят çирĕпленсе юлнă. Ку калаçу чăваш халăх хушшинче пулса иртни 450 çул та çитет пуль.
Канаш районĕн сайчĕ Анаткас Кипечпе Вăтакас Кипечсем ялĕсем 2016 çулта 367 çул тултарнине пĕлтерет. «Канаш ен» хаçатăн юлташĕсем тата Кипеч тăрăхăнче пурăнакан çынсем çак калава тимлĕ вуларăр пулсан çавна ăнланмалла. Анаткас Кипечпе Вăтакас Кипечсен амăш ялĕ пĕрре пулсан та Вăтакас Кипечĕн ял историйĕ хăйне майлă.
Кĕскен Аслă Кипеч тăрăхăнчи ялсен историйĕ çапла пулса тухрĕ.
Александр СТЕКЛОВ,
„Сказание о чувашах“
трилоги авторĕ

