Республикӑра 80 пин ытла ҫын гриппран хӳтӗленес тӗллевпе прививка тутарнӑ.
Грипп, ковид тапхӑрӗ ҫывхарса пырать. Паянхи куна шӑнса пӑсӑлнӑ 6 пин те 600 ытла ҫынна шута илнӗ. Ытларах 17 ҫулчченхи ачасем.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 8 пин те 500 ачана, 72 пин ытла мӑн ҫынна прививка тунӑ. Чиртен ҫапла майпа сыхланас текенсем ытларах Канаш, Шупашкар, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел тӑрӑхӗсенче пулни палӑрнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Комсомольски округӗсенче те ачасене чиртен хӳтӗлессине вӑраха ямасӑр пуҫлама каланӑ.

