Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ – аслă ăрури çынсен кунĕ

Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ – аслă ăрури çынсен кунĕ

Çак уява эпир ылтăн кĕркунне кунĕсенче, çут çанталăк пире хăйĕн илемлĕ тĕсĕсемпе савăнтарнă, уй-хирсем тутлă пахча-çимĕçпе сăйланă вăхăтра паллă тăватпăр.

Чăнахах та, кăçалхи çак уяв питĕ илемлĕ кунпа савăнтарчĕ, тÿперен  сар хĕвелĕ ăшшăн йăл кулать, йĕри-тавралăх кĕркуннен ылтăн тумĕ-пе витĕннĕ.  Хăнасем хавас та çĕкленÿллĕ кăмăлпа пуçтарăнчĕç тĕлпулăва.

Шелттем ял тăрăхĕнче сумлă ватăсене халалланă самант ял библиотеки тата культура керменĕпе паллашнинчен пуçланчĕ. Хăнасене библиотекарь Таисия Иванова клуб тата библиотека историйĕпе, куравсемпе, тематикăлла стендсемпе паллаштарчĕ,  культура ĕçче- нĕсем паянхи кун мĕнле утăмсемпе  малалла аталаннине каласа пачĕ.

Малалла пухăннисем ООО «Мелилотус» производствăна çитсе тутлă пыл, сиплĕ чей, тĕрлĕрен тутлă шыв туса кăларакан цехсемпе паллашрĕç, нумаях пулмасть кăна уçăлнă Туризм центрĕн-че мини-музейпа, кĕркуннехи курав-тĕлĕнтермĕшпе паллашрĕç. Паллах, курмалли те, тĕлĕнмелли те нумай пулчĕ ветарансемшĕн. Пĕрре савăнчĕç, тепре хăпартланчĕç, пирĕн ял тăрăхĕнче çакăн пек пысăк улшăнусем пулса пынишĕн. Производство туса илекен çимĕçсене тутанса пăхса пахаларĕç. Ĕçлекенсене чунтан малалла та пысăк çитĕнÿсем туса пыма пил пачĕç.

Чи асра юлмалли самант вара – Шелттем ял тăрăхĕнче вăй хуракан культура ĕçченĕ-сем, «Элгер» ушкăн,  шкулта вĕренекен ачасем хаваслă та çепĕç юрăсем парнелерĕç.   Шелттем ял тăрăхĕн ертÿçи Елена Мардарьева хаклă ветерансене ăшă сăмахсемпе саламларĕ, ял аталанăвĕнче тăрăшса вăй хуракансене тав туса Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Хаклă çыннăмăрсене ырлăх та сывлăх, телей сунса ăшă-ăшă сăмах калакансем нумайăн пулчĕç, çуратса ÿс- тернĕшĕн, такăр çул çине тăратнăшăн, ăс панăшăн, тĕрĕс пурăнма вĕрентнĕшĕн, Тăван çĕршыв аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕç.

Çапла çав, ватта сума сусан ырлăх курăн эсĕ, тенĕ ялан.  Чăнах та, çапла вăл. Асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем пулсан çемьере ăшăрах, тĕнче хитререх. Вĕсем  мĕн пурнăç тăршшĕ- пех пулăшса пыни, ырă канашсем калани кун-çулăмăра самай лайăхлатать.  Ваттисене юратсан пурнăç ăнса çеç пырать. Çакна курса-туйса тăчĕç кĕçĕн туссем, кинемейсемпе мучисене кăмăлпах хăйсен аллипе хатĕрленĕ ÿкĕрчĕксем, салам открыткисем парса савăнтарчĕç.

Ырă чунлă аслă çыннăмăрсем уявшăн йĕркелÿçĕ- сене ăшшăн тав турĕç, яланах пĕрле тĕлпулса савăнма хавассине  кăмăлтан пĕлтерчĕç.

Таисия ИВАНОВА,

Çĕнĕ Шелттем ял

 библиотеки

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *