Канаш тăрăхĕнчи тĕп больницăра çамрăк хирург Александр Константинов ĕçлет. Врач профессине алла илнĕ хыççăн вăл тăван Канаш ене таврăннă. Ял-салара ĕçлесе аталанма çамрăк специалиста «Земство тухтăрĕ» программа пулăшнă.
Александр Константинов Шупашкарта, Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Ултă çул хушшинче «сиплев ĕçĕн» вăрттăнлăхне алла илнĕ хыççăн ординатурăри професси ăсталăхне хирургипе çыхăнтарнă. Халĕ иккĕмĕш çул Шăхасанти поликлиникăра хирург пулса ĕçлет.