Пятница, 20 сентября, 2024
Главная > Публикации > Кашни темăна туллин уçăмлатнă

Кашни темăна туллин уçăмлатнă


Юнкун Чăваш Енре пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Информушкăн хастарĕсем Канаш тăрăхĕнчи ялсене те çитсе килнĕ. Вĕсем хальхинче Шăхасан, Вырăскас Пикших, Уçырма тата Хучел ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Палăртнă вырăна тухса кайиччен кун йĕркинчи темăсене маларах округ администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче сÿтсе явнă.
Пĕрлехи калаçăвăн тĕп темисем налук саккунне улшăнусем кĕртни, укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курма пулăшакан программăсен хăйне евĕрлĕхĕ, округра ял хуçалăх ĕçĕсем еплерех пулса пыни тата хăйсене тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тунă çынсене ?самозанятый/ патшалăх енчен тивекен пулăшу мерисем тавра пынă.
Кашни темăна туллин уçăмлатнă хыççăн информ- ушкăн хастарĕсем вырăнта пурăнакансен ыйтăвĕ- сем çине те хуравланă. Ял çыннисене çул-йĕре юсаса йĕркене кĕртесси, çÿп-çапа вăхăтра турттарса тухасси тата социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси кăсăклантарнă. Пур ыйтупа та тивĕçлĕ хурав пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *