Пятница, 15 ноября, 2024
Главная > Публикации > Янкăлчра çĕнĕ шкул уçăлчĕ

Янкăлчра çĕнĕ шкул уçăлчĕ

Ытларикун, чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Янкăлч салинче çĕнĕ шкул хута кайрĕ. Ăна уçма Чăваш Енĕн вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров, Раççей Паттăрĕ Николай Гаврилов тата ытти хаклă хăнасем хутшăнчĕç. Сăмах май, Янкăлч шкулĕ Николай Федорович ячĕпе хисепленет.

Çĕнĕ шкул çуртне хăпартма виççĕр ытла миллион тенкĕ укçа уйăрнă пулнă. Çак виçере федераци шайĕнчи, республика тата вырăнти бюджетсен тÿпи пур. Укçа-тенкĕн пысăк пайĕ, паллах, Раççей Ял хуçалăх министерсви урлă «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн килнĕ.

Шкул çуртне «Булат» тулли мар яваплă пĕрлĕх подряд организацийĕ çĕкленĕ. Пĕлтĕр, пуш уйăхĕн- че, вĕсем пĕлÿ çурчĕн никĕсне пуçласа хывма тытăнни те асрах. Унтанпа вăхăт нумаях та иртмерĕ, шкул-садик проектран пысăк масштаблă стройкăна куçса хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне йышăнчĕ. Унта аслă ÿсĕмри 165 ача пĕлÿ пухма пултарать, çавăн пекех кĕçĕн çулхи пепкесем валли 40 вырăн пăхса хăварнă.

Классем çутă, ăшă, вĕсене хальхи пурнăç ыйтăвĕпе килĕш- се тăракан хатĕрсемпе туллин тивĕçтернĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ачасене тĕрлĕ енлĕ ÿссе аталанма пур май та пур. Эппин, Янкăлч шкулĕнче вĕренес текен ачасен йышĕ çулран-çул ÿссе хушăнсах пырĕ.

Артемий МЯСНИКОВ

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *