Уçырма ялĕнчи, Канаш урамĕнче вырнаçнă лапама, тирпей-илем кĕртес ĕç малалла пырать. Ăна çынсем онлайн сасăлавра палăртнă. Тĕллевлĕ проект пурнăçа мĕнле кĕрсе пыни çинчен округ пуçлăхĕ Валерий Чернов каласа парать:
— Уçырма ялĕнчи лапама «Хăтлă хула хутлăхĕ» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркене кĕртсе пыратпăр. Строительсен палăртнă мĕн-пур ĕçе çитес çулсенче туса пĕтермелле пулĕ. Палăртса хăварар, юсав ĕçĕсем Уçырма ялĕнче иртнĕ çулта пуçланнă. Пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн пĕрремĕш çулĕ валли бюджет- ран 5,7 миллион тенкĕ укçа уйăрнă пулнă. Строительсем, контрактпа килĕшÿллĕн, ун чухне клуб умне брусчатка сарнă, çутă хатĕрĕсем çакнă, архитектурăн пĕчĕк формисен пĕр пайне тата саксемпе урнăсем вырнаçтарнă. Кăçал çак ĕçсем валли 3,6 миллион тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Унпа подрядчик çуран çынсене çÿремелли хушма тротуарсем сарса парĕ, ача-пăча лапамĕ йĕркелĕ, вĕсене выляса аталанмалли ятарлă хатĕрсем вырнаçтарĕ. Çак проекта сасăлав вăхăтĕнче маларах ырласа йышăннăшăн Канаш тăрăхĕнче пурăнакансене пурне те тав тăватăп, вăл ĕçе кĕрсессĕн пурин кăмăлне каякан хăтлă кану вырăнĕ пуласса шанатăп.

