Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Асхва ялĕ çумĕнчи «Урожай» стадионта, ĕçпе юрă тата спорт уявĕ «Акатуй» иртĕ. Вырăнти çĕр ĕçченĕсем ăна мĕнлерех çитĕнÿпе кĕтсе илнине округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Виктор Васильев каласа парать:
— Кăçал, çĕр ĕçченĕсем, çурхи культурăсене 14 пин гектар çинче акса-лартса хăварнă. Çак кăтарту иртнĕ çулхипе пĕр тан. Кĕрхисем пилĕк пин çурă гектар йышăнаççĕ. Вĕсен лаптăкĕ те, ытти çулхипе илсен, çав шайрах юлнă. Уяв умĕн, ятарлă комисси, уйсене пăхса тухнине те палăртса хăвармалла. Ял хуçалăх культурисем парка шăтса тухнă тата çум курăкран таса уйсен хуçисене хаклă парнесем кĕтĕç. Вĕсене эпир уяв сцени çинче чыслăпăр. Раççей кунĕнче, канашсем йĕркелесе ирттерекен «Акатуй» уявне, пурне те пырса курма чĕнетпĕр.

