Чӑваш автономине йӗркелесе янӑранпа 105 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май Республика кунне анлӑн уявлама палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта кӑҫал та пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Ӑна пирӗн республикӑра кӑҫалхипе 13 хут йӗркелеҫҫӗ.
Уява Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем кӑна мар, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Пенза, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Санкт-Петербург тата Мус-кав хулисенчи чӑвашсем те хутшӑнӗҫ.
Ҫав кунах ача-пӑча Акатуйӗ те иртӗ.

