Хучел шкулĕнче тĕрлĕ спорт тĕсне аталантарса пыраççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем лапталла вылянă. Вăйă ăсталăхĕн вăрттăнлăхне ачасене Вырăс лаптин федерациййĕн Чăваш Енри президенчĕ Анатолий Шарлов уçса панă.
Хучел шкулне вăл çак ĕлĕкхи вăййа Чăваш Енре çĕнĕрен чĕртсе тăратас тĕллевпе килнĕ. Тĕплĕнрех Хучел шкулĕнче физкультура предметне ертсе пыракан Виктор Федоров каласа парать:
– Вырăс лаптин спортне кăмăллакансем пирĕн пата пысăк йышпа килсе çитрĕç. Апакасси шкулĕнче вĕренекенсем ку енĕпе команда та йĕркеленĕ. Ĕçтешĕм Игорь Кириллов çамрăксемпе тĕрлĕ региона тухса çÿренине пĕлтĕмĕр. Хамăр патăмăрта хире-хирĕç тăрса тупăшма вăйлă ушкăнсем хальлĕхе çукрах иккен. Çамрăксене çак спорт тĕсĕпе кăсăклантарас тĕллевпе шкулта тупăшу йĕркелерĕмĕр. Хăнасем пире алтăви тата мечĕксем парнелерĕç. Вырăс лаптин ятарлă правилисемпе выляма хăнăхтарчĕç. Аслисем, ĕлĕк, юр кайнă-кайман, çаран çинче çак вăййа мĕн каç пуличчен шавлăн вылянине ăшшă туйăмпа аса илчĕç.

