Канаш хулинчи 3-мĕш шкул çумĕнчи ача садне ятарлă çар операцине хутшăннă салтак пырса кайнă.
Пирĕн ентеш Олег Волынкин хальхи вăхăтра кĕске отпускра. Унăн ывăлĕ шăпах çак ача садне çÿрет. Тĕлпулу вăхăтĕнче вăл ашшĕ çине пысăк мăнаçлăхпа пăхнă.
Ачасем салтаксен пурнăçĕпе кăсăкланнă, çар çынни пулас тесен хăйсене мĕнле тытмалли çинчен ыйтса пĕлнĕ. «Лайăх вĕренĕр, хăвăр сывлăха çирĕплетĕр. Телефона алăра тытса кăна хăвăр вăхăта ан ирттерĕр. Кĕнекепе çывăх туслашăр, кирек мĕнле ĕçе те хăвăр тĕллĕн тума хăнăхса ÿсĕр», _ тенĕ Олег Александрович.
Ача садне çÿрекенсем салтак валли хăйсен аллипе утиял ăсталанă. Вăл аякра тăван кил ăшшине çирĕп упрасса шаннине пĕлтернĕ.
Çак тĕлпулусен пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк. Салтаксен пурнăçĕ çинчен фильмсем пăхса тата кĕнеке вуласа паллашма пулать. Çар çынни хăй каласа кăтартни вара ачасен асĕнче яланлăхах упранса юлĕ.
Шкул администрацийĕ тата воспитательсем Олег Волынкина вăхăт тупса ача садне килсе кайнăшăн тав тунă. Киле Çĕнтерÿпе тата чĕрĕ-сывă таврăнма ăнăçу суннă.

