Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Хамăр сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла, тухтăр патĕнче час-час пулмалла

Хамăр сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла, тухтăр патĕнче час-час пулмалла

Чăваш Енре кăкăр парĕн ракне комплекслă профилактика тăвассине тата чире малтанхи тапхăрта тупса палăртассине пĕлтерĕшлĕ вырăн уйăраççĕ. Ăнсăртран мар, мĕншĕн тесен пурнăçран уйрăлакан кашни тăваттăмĕш хĕрарăмăн вилĕм сăлтавĕ асăннă усал шыçă чирĕпе çыхăннă.

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли кун. Унăн тĕллевĕ — усал шыçăпа общественноçа тимлĕрех пулма ыйтасси. Çак куна халалласа районти тĕп больницăра нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Уçă алăк кунĕсем» иртет.

— Галина Васильевна, ра- йонта çак чирпе чирлекенсем йышлă-и? Каласа парсамăр.

— Районта кăкăр ракĕпе чирлекенсене тупса палăртатпăр. Пĕлтĕр пилĕк хĕрарăмăнне усал шыçă пуррине шута илтĕмĕр. Унсăр пуçне хĕрарăмсен консультацийĕнче «Уçă алăк кунĕсем» вунă кунлăхне йĕркеленĕ, çак тапхăрта 65 çынна консультаци панă. Рака малтанхи тапхăрта уçăмлатмашкăн диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕсем пулăшаççĕ. Çакă сиплев курсне иртерех пуçăнма май парать. Чир тупса палăртнă хĕрарăмсене диспансер учетне илсе эффективлă сиплевпе тивĕçтереççĕ. Пациентсене ку чухнехи хирурги, хими, гормоналлă терапи, рентген пайăркисемлĕ сиплевпе сывалма пулăшаççĕ, çакă вĕсен пурнăçне тата малалла тăсма май парать. Кăкăр ракĕ маммографи хыççăн палăрма пултарать. Хĕрарăмсен ар органĕн чирне мазок уçса парать. Усал шыççа май пур таран маларах тупса палăртсан чире çĕнтерме çăмăлрах.

— Риск ушкăнне камсем ытларах кĕреççĕ?

— Ку чирпе чирлес хăрушлăх пуррине кашни хĕрарăмăнах пĕлмелле. Риск ушкăнне кĕрекенсем: 30-40 çултан аслăраххисем; йăхра йывăр онкологи чирĕпе чирленĕ çын пуррисем (уйрăмах кăкăр е амалăх ракĕ-пе); кăкăр травмисем пулнисем; пĕрремĕш ачана 30 çул хыççăн кăна çуратнисем; кăкăрта ачана ĕмĕртме сĕт çуккисем; ача пăрахнисем; климакс час пуçланманнисем; стресс лару-тăрăвĕнче пурăнакансем; радиаци витĕмне лекнисем; сиенлĕ йăлапа туслашнисем. Кăкăр ракĕ мастопати, мас-тит, фиброаденома чирĕсем хыççăн та аталанма пултарать.

— Хĕрарăмсен кăкăр ракĕн профилактики çинчен мĕн пĕлмелле?

— Усал шыçăран сыхланас тĕллевпе хĕрарăмăн çулталăкра пĕр хутчен тухтăр патне каймалла тата япăх факторсем организма витĕм кÿресрен сыхланмалла. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, пируса, эрех-сăрана сивлемелле, нумай хускалмалла, тĕрĕс те пахалăхлă апатланмалла, инфекцисене профилактикăламалла, хĕвелпе е солярире ытлашши хĕртĕнмелле мар. Ача çуратсан пепкене кăкăр ĕмĕртессинчен пăрăнма юрамасть. Кăкăр ракĕн профилактикин чи ансат та витĕмлĕ мел — кăкăра хĕрарăм хăй тĕрĕслесе тăни. Çакна манмалла мар: 40 çул хыççăн кашни 2 çулта, енчен те кăкăрта начар улшăнусем пулсан, çулсерен маммографи тата ультрасасăпа тĕрĕсленни те усăллă. 1-мĕш стадире рака тупса палăртсан унран сывалас шанăç 96 процентпа, 2-мĕшĕнче — 90-80 процентпа, 3-мĕшĕнче — 60-80 процентпа танлашать.

— Эсир маларах «Уçă алăк кунĕсем» çинчен асăннăччĕ. Çак кун мĕнле иртет?

— Эпир çак кун хĕрарăмсене чĕнетпĕр. Вĕсене чир мĕнле пуçланни, мĕнле аталанса пыни, ăна епле тупса палăртасси тата сиплесси çинчен пĕтĕмпех ăнлантарса паратпăр. Кашни ятарласа тухтăр патне тухса çÿреймест вĕт. Хĕрарăмсене хăйсен сывлăхне ытларах тимлĕх уйăрма ыйтатпăр. Кашнинех тĕрĕслетпĕр, улшăнусем тупсассăн онколог тухтăр патне яратпăр. Вăл вĕсене диспансер учетне илет.

— Галина Васильевна, калаçăва вĕçленĕ май мĕн суннă пулăттăр?

— Хамăр сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла. Кашни çыннăн çулталăкра пĕр хутчен те пулин тухтăр патĕнче пулмаллах.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА калаçнă

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code