Кăçал республикăра парта хушшине 150 пин ытла ача ларĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарнă май Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев шкулсем ачасене йышăнма мĕнле хатĕррине тимлĕхре тытать.
Ятарлă комиссисем республикăри 300-е яхăн шкула тĕрĕсленĕ. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, хăрушсăрлăх, шкул автобусĕпе çыхăннă ыйтусене уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ.
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра çĕнĕ 3 шкул хута кайĕ.
10 пĕлÿ çурчĕпе 2 ача садĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Унсăр пуçне 11 вĕренÿ учрежденине çĕнетме республика бюджетĕнчен укçа уйăрнă.

