Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун вӑйра. Вӑл эрех-сӑра сутассине пырса тивет.
Унччен эрех-сӑрана 8-23 сехетсенче сутнӑ пулсан, халӗ 9-22 сехетсенче кӑна сутма юрать. Постановление ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ, документ ку тунтикун вӑя кӗнӗ.
Ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ ҫуртсенче, лавккана кӗмелли алӑк подъезд енчен пулсан, эрех-сӑра сутма юрамасть.

