Чӑваш Енри 1400 ытла нумай ачаллӑ ҫемьене шкул тата спорт форми илме пулӑшнӑ.
3 е ытларах ача ӳстерекен сахал тупӑшлӑ ашшĕ-амӑшне укҫа уйӑрасси пĕлтĕр пуҫланнӑ.
Кӑҫал ҫакна валли бюджетра 128 миллион ытла тенкĕ пӑхса хунӑ.
Тӳлеве илес текенсен патшалӑх пулӑшӑвĕсен порталĕ урлӑ заявлени ҫырмалла е нумай ĕҫ тӑвакан центра ҫитмелле пулнӑ.
Ачана шкул тĕлне тумлантарма 14 пин те 280 тенкĕ параҫҫĕ.

