Сиплев учрежденийĕсенче гриппран прививка тӑваҫҫӗ.
Медицина ӗҫченӗсем предприятисене те тухса ҫӳреҫҫӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, чиртен сыхланма «Совигрипп» тата «Флю-М» вакцина пулӑшать.
Иммунитет прививка тунӑ хыҫҫӑн 2-4 эрнере ҫирӗпленет. Ҫавӑнпа та больницӑна тӗрлӗ чир-чӗр алхасма пуҫличчен самай маларах ҫитме сӗнеҫҫӗ.

