Ҫулла вӗҫленчӗ, авӑн уйӑхӗнчи ҫанталӑк вара ҫуллахи пек ӑшӑран пуҫланчӗ.
Эрне варринче ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑчӗ, ҫил вӑйланчӗ, ҫавна май 11-13 градус ӑшӑ пек кӑна туйӑнчӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, хӗвел тухӗ, 17-22 градус таран ӑшӑтӗ. «Карчӑк ӑшши» пуҫланӗ, вӑл авӑн уйӑхӗн варриччен тӑсӑлӗ

