Ҫак эрне пуҫламӑшӗнче Янкӑлч салинче пулнӑ пушарта 85-ри кинемейпе унӑн ывӑлӗ ҫунса вилнӗ.
Пушар ҫӗрле 22 сехетре тухнӑ. Ҫулӑм тӳрех пӳрте, хуралтӑ таврашӗсене ярса илнӗ. Ӑна сӳнтерес ӗҫе 9 ҫӑлавҫӑ тата 3 техника хутшӑннӑ.
Пушар хыҫҫӑн 85-ри хӗрарӑмӑн тата унӑн ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус туртнӑ чухне асӑрханусӑр пулнипе тухнӑ.

