Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Тĕп тĕллев – республика çыннисен пурнăçне лайăхлатасси

Тĕп тĕллев – республика çыннисен пурнăçне лайăхлатасси

Чăваш Енре республикăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн анлă планне хатĕрленĕ. Унăн пĕр тĕллев – регионăн валовăй продуктне 65 процент ÿстересси тата республика çыннисен пурнăçне лайăхлатасси. Ку вăл – 33 мегапроект тата 200 ытла çум проект. Вĕсем республика пурнăçĕпе пур енлĕн çыхăннă: çĕнĕ производствăсем йĕркелесси, ятарлă экономика зонисене анлăлатасси, шкулсемпе медицина центрĕсен строительстви тата ытти те.

Промышленноçа, цифровизацие тата социаллă сферăна тĕп пусăм тунă. Электроэнергетикăна, машиностроение тата агропромышленноç комплексне аталантарма çĕнĕ проектсем ĕçе кĕртеççĕ. Ку отрасльсенче регион малтисен шутĕнче. Çавăн пекех экспорт кăтартăвĕсемпе те лайăххисен йышĕнче. Вĕрентÿ тата медицина тытăмĕсем çĕнелсе улшăнаççĕ: ВУЗсен çĕнĕ кампусĕ, шкулта иккĕмĕш сменăра вĕрентме пăрахасси, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн центрĕсем, тухтăрсемпе çыхăннă кадр ыйтăвне татса парасси. ЖКХ тата инфратытăма модернизацилеççĕ: халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе тунă тепĕр утăм.

Цифровизаци малти вырăна тухса тăчĕ: медицина 100 проценчĕпе цифра çине куçнă, «ăслă хула» чăвашла калаçакан ИИ-проектсем. Çаксем – патшалăх управленийĕн чи хăюллă, çирĕп, мал тĕллевлĕ ĕçĕсем.

Ку вăл стратеги кăна мар, тĕплĕ шухăшласа тунă проект. Эксперт- сем çирĕплетнĕ тăрăх, технологисене, социаллă яваплăха тата хăватлă экономикăна шайлаштарни «Чăваш Ен – 2030» проекта хальхи вăхăтри чи хăюллă проект- сен шутне кĕртет. Пирĕн республика унпа пĕр тан пыма пултарĕ.   

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *