Чăваш Ен Раççейĕн туризм енĕпе илĕртӳллĕ регионсен ТОП-20 йышне кĕмелле. Аслă экономика канашĕн иртнĕ эрнери ларăвĕнче туризмăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн стратегине тишкернĕ май çак тĕллеве республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă.
Документра пăхса хăварнă тĕп ориентирсен шутĕнче – туризм юхăмне 1,7 миллион çынна çитересси, пулăшу ĕçĕсен экспортне – 3, çынсене пурăнма вырнаçтармалли вырăнсен шутне 2,4 хут ӳстересси. Стратегире регион шайĕнчи «Наци туризм маршручĕ» мегапроекта пурнăçлассине те палăртнă. Вăл пĕтĕмĕшле хакĕ 19 миллиард тенкĕрен иртекен 110 ытла инвестици тата инфратытăм проектне пĕрлештерет.
Атăл леш енче сывлăха çирĕплетмелли туризма тĕпе хурасшăн. Шупашкар округĕ этнос туризмĕн центрĕ пулса тăмалла. Куславкка тата Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсем юхан шыв туризмĕ енĕпе çине тăрса ĕçлĕç. Унта теплоходсем чарăнмалли причал стенкисем тумалла. Муркаш тата Красноармейски округĕсенче экологи туризмне аталантармалла, Çĕрпӳ тата Улатăр округĕсенче тĕнпе çыхăннă туристсене кĕтеççĕ. Круиз туризмне аталантармалли проект Сĕнтĕрвăрри тата Куславкка хулисенче причал стенкисем тума палăртнисĕр пуçне Шупашкар юхан шыв порчĕн пассажирсене йышăнмалли причал стенкине тăсмаллине, унти МФЦ строительствине шута илет. Çакă 55 миллиард тенкĕ инвестици, çĕнĕ 400 ĕç вырăнĕ кӳмелле. Юхан шыв транспорчĕпе пирĕн пата килекен туристсен йышĕ 290 пине çитмелле.

