Пирӗн алӑ ӑстисем Махачкалара иртекен «Уҫӑ Дагестан» Пӗтӗм Раҫҫейри туризм форумне хутшӑннӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 25-28-мӗшӗсенче пынӑ.
Ҫак йышра Сиккасси салинче пурӑнакан Сергеевсен ҫемйи те пулнӑ. Вӗсем Махачкалана йывӑҫран ӑсталанӑ савӑт-сапа илсе кайнӑ.
Унта халӑх промыслисен «Йӑла-йӗрке управҫисем» халӑхсен хушшинчи фестиваль иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн Раҫҫейри, Беларуҫри тата Кӑркӑсстанри ӑстасен хӑйсен отраслӗн пуласлӑхне сӳтсе явнӑ, Кавказ регионӗсенчи майсемпе паллашнӑ.

