Республикӑра шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕн муниципалитет шайĕнчи тапхӑрĕ пырать.
Кӑҫал ҫамрӑк артистсем хӑйсен спектаклĕсене Тӑван ҫĕршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫĕнтернĕренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Шкул театрĕсен ĕҫĕсене сумлӑ тӳресем юпа уйӑхĕн 14-мĕшĕччен курса хаклаҫҫĕ.

