Нумаях пулмасть театр ӳнерне юратакансен клубӗн пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
Тӗлпулӑва пухӑннисем чӑваш драматурги- йӗн аталанӑвӗ, ҫӗнӗ авторсем ҫинчен калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн спектаклӗсене сӳтсе явнӑ. Артистсен ҫӗнӗ ӑрӑвне мӗнле ӳстермелле? Ун пирки те сӑмах хускатнӑ Театр ӳнерне кӑмӑллакансен клубӗнче. Тӗлпулӑва Марина Карягина ертсе пынӑ.
Тепӗр пуху чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртмелле, 16 сехетре пуҫланать. Унта юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче сцена ҫине тухакан «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» спектакле сӳтсе явӗҫ.

