Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарта «Атăлçи кадечĕсем – 2025» спартакиада иртнĕ.
Ăна РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительстви пуçарнипе йĕркеленĕ. Ăмăртăва Чăваш Енри, Пушкăртстанри, Чулхула облаçĕнчи, Тутарстанри, Удмуртири кадет корпусĕсен командисем, çавăн пекех Минскри çар училищин воспитанникĕсем (пĕтĕмпе – 126 кадет) хутшăннă.
«Чăваш Енре патриотлăх юхăмне аталантарас тĕллевпе нумай ĕç тăваççĕ. Эпир ятарлă çар операцийĕнче çар заданийĕсене хăюллăн пурнăçлакан ентешсемпе мăнаçланатпăр. Вĕсен йышĕнче кадет шкулĕсенчен вĕренсе тухнисем те пур», – тенĕ Олег Николаев мероприятире тухса калаçнă май.

