Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре яла ӗҫлеме каякан тренерсене хавхалантарма тытӑнӗҫ: вӗсене 1 миллион тенкӗ парӗҫ.
2026 ҫултан Чӑваш Енре «Земство тренерӗ» программа ӗҫлеме пуҫлӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан ял-салана ӗҫлеме каякан тренерсене, патшалӑх 1 миллион тенкӗ парӗ.
Ку программӑпа усӑ курас тесен условисем пур: тренерӑн физкультурӑпа спорт енӗпе аслӑ е вӑтам професси пӗлӗвӗ пулмалла. Юлашки курсра вӗренекен студентсем те вӗренӳ заведенийӗ ходатайство тунипе ку программӑпа килӗшӳллӗн яла ӗҫлеме каймашкӑн пултараҫҫӗ. 1 миллион тенке илнӗ специалистӑн ялта сахалтан та 5 ҫул ӗҫлеме тивӗ.

