Шупашкар хулинчи нумай хваттерлĕ çуртсенче лифтсене çĕнетме пуçланă.
2025 çулта тĕп хулари Калинин районĕнчи пилĕк адреспа вырнаçнă çуртсенче конструкцисене çĕнетме палăртнă. «Октябре – 50 çул» урамри 12-мĕшпе 15-мĕш, Çĕрпӳ урамĕнчи 17-мĕш çуртсенче, Ярмăрккă урамĕнчи 11-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕнче ĕçсене вĕçленĕ.

