Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Канашсен патриотлăх туйăмĕ пысăк

Канашсен патриотлăх туйăмĕ пысăк


Чăваш Республикин çар комиссарĕн пулăшуçи Артемий Репкин Канаш тăрăхĕнче пулнă.
Артемий Олегович ятарлă çар операцине хутшăннă салтак, вăл Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ. Çар комассарĕн пулăшуçи СВОри салтаксемпе тачă çыхăну тытать, вĕсене вăй çитернĕ таран пулăшать, хăйĕн паха опычĕпе паллаштарать.
Çак тĕлпулăва çар çыннисене пулăшса пыракан хастарсемпе пĕрле Асхва ялĕнче пурăнакан Виталий Сергеев та хутшăннă. Вăл _ çар çынни. Артемий Репкин ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов ячĕпе Тав çырăвĕ парса чысланă.
Артемий Олегович канашсен патриотлăх туйăмĕ пысăк пулнине, кунта историри паллă пулăмсене çирĕп асра тытнине палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *