Алкоголизм чирӗ кирек мӗнле спиртлӑ шӗвек ӗҫсен те пуҫланать. Сӑрара та этил спирчӗ пур. Чи анлӑ сарӑлнӑ сортсен градусӗ 4 процентпа танлашать. Апла пулсан, 100 грамм сӑрара, таса спирт вӑтамран тӑватӑ грамм, пӗр кӗленчере вара ҫирӗм грамм. 1 литр сӑрана 100 грамм шурӑ эрехпе танлаштарма пулать. Витӗмӗ ытти шӗвекӗнни пекех. «Кӑшт кӑна сӑра ӗҫме» хӑнӑхни сисмесӗрех алкоголизм чирӗ патне илсе ҫитерет.
Каласа хӑварас килет, сӑрапа иртӗхни шалти органсене чирлеттерет. Чӗре, куллен сӑра ӗҫнипе, пысӑкланса каять, унӑн мышцисем ҫӳхелеҫҫӗ. Ҫавна май миокард инфаркчӗн хӑрушлӑхӗ ӳсет. Тухтӑрсем ҫакӑн пек чӗрене «сӑра» чӗри теҫҫӗ.
Тата ҫакна та каласа хӑвармалла. Сӑра вӗретнӗ чухне, кӑпӑк стабилизаторӗ вырӑнне кобальтпа усӑ кураҫҫӗ. Вӑл та чӗре ӗҫне вӑйлах пӑсать. Пӗвер аманать, малашне цирроза куҫма пултарать. Тата сӑра шӑк ҫулӗсемшӗн сиенлӗ. Усал шыҫӑ чиресем, вырӑсла рак чирӗ, пуҫланас хӑрушлӑх питӗ пысӑк.
Сӑрара фитоэстрогенсем пур, ку хӗрарӑмӑн ар гормонӗсене ҫывӑх. Ахальтен мар ӗнтӗ сӑра юратакан арҫынсем «хӗрарӑмланса» пыраҫҫӗ: вӗсен кӑкӑрӗсем ӳсеҫҫӗ, хырӑмӗ пысӑкланса каять, купарчи сарӑлать.
Сӑра сиенне виҫӗ ушкӑна уйӑрма пулать:
- Сӑра тыткӑнне кӗрсе ӳкни.
Сӑрана мӗн чухлӗ иртерех ӗҫме пуҫлатӑн, унӑн тыткӑнне ҫавӑн чухлӗ иртерех кӗрсе ӳкетӗн. Ҫул ҫитмен ҫамрӑксем пӗр икӗ виҫӗ ҫул хушшинчех эрех «танатине» ҫакланаҫҫӗ, ҫакна вара тӑтӑшах курма тивет. - Шалти органсене (чӗрене, пӗвере, пӳресене, тӗп нерв тытӑмне) наркӑмӑшлӑ витӗм кӳни.
Тӗслӗхрен, ҫул ҫитмен ҫамрӑкпа калаҫнӑ чухне вӑл кунне темиҫе кӗленче сӑра ӗҫни палӑрать. Организмшӑн ку питӗ сиенлӗ, шӗвек виҫи ӳссе каять, чӗрене йывӑр килет. Вӑл мӗн пур хӑватпа ӗҫлеме пуҫлать, мышца масси ӳсет, «вӑкӑр чӗри» е сӑра чӗри аталанать. Ҫапла вара чӗре чарӑнса ларма та пултарать, ун пек пулмасан та, чӗрепе юн тымарӗсем чире каяҫҫӗ.
Асап куракан тепӗр орган вӑл пӗвер. Вӑл пирӗн организмӑн лабораторийӗ пулнӑ май организӑма кӗрекен наркӑмӑшсене сиенсӗрлетет, ҫав шутра эрехе те. Эрех вара хӑй ӑна аркатать, пӗвер клеткисем сиенленеҫҫӗ, ку вара пӗвере чире ярать. - Пулас ӑрусене витӗм кӳни.
Паянхи арҫын ачасемпе хӗрачасем ӳссе ҫитсен ашшӗ амӑшӗ пулаҫҫӗ. Анчах эрехпе ытла та ҫамрӑкла айкашма пуҫланипе организмри биохими процесӗсем хӑвӑрт улшӑнаҫҫӗ, ку малашне вӗсен ачисене куҫать.
Ҫак ачасем те эрех пусмӑрне кӗрсе ӳкес хӑрушлӑх питӗ пысӑк.
Пурин те (аслисен те, ҫамрӑксен те) сӑра, эрех калама ҫук япӑх витӗмӗ, сиенӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхни, йӑнӑш утӑмсем тӑвасран сыхланни питӗ кирлӗ.
Ҫамрӑксем кирек хӑш наци малашлӑхӗ, вӗсен сывлӑхӗ мӗнле пулни пулас ӑрусен шӑпишӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Юлашки вӑхӑтра Республикӑн наркологи диспансерӗн амбулатори реабилитацин уйрӑмӗнче сӑрапа иртӗхме пуҫланӑ хӗрарӑмсене час- часах курма пулать. Вӗсене ача-пӑча ӗҫӗ хӗлӗпе ӗҫлекен комисси шута илсе тӑрать, врач психиатр нарколог патне пулӑшу илме ярать.
Акӑ, пӗр тӗслӗхе илер ха. Вероника, 22 икӗ ҫулта. Вӑл улттӑмӗш пулас амӑшӗ (вун ҫичӗ ҫултан пуҫласа кашни ҫулах ача ҫуратать). Юлашки ҫулсенче Вероника сӑрапа киленет. Хӑй каланӑ тӑрӑх, упӑшки те эрех сӑрапа туслӑ.
Эрех сӑра сывлӑха мӗн тери пысӑк сиен кӳнине тӗрӗс хаклама пӗлеҫҫӗ и ха вӗсем?
Вероника сӑра ӗҫни шурӑ эрех ӗҫни пек хӑрушӑ мар тесе шухӑшлать. Хӑйне вӑл кӑшт кӑна ӗҫекенсен шутне кӗртет.
Реабилитаци уйрӑмӗнче тухтӑрсемпе, психологсемпе, социаллӑ пулӑшу паракан специалистсемпе калаҫни, тарӑннӑн шухӑшлама вӗренни, пӗтӗмлетӳсем туни питех пулӑшрӗ, — тесе шутлать Вероника.
Пирӗн адрес: Шупашкар хули, Пирогов урамӗ, 6-мӗш ҫурт, Республикӑри наркологи диспансерӗ.
Алевтина АНДРЕЕВА:
врач психиатр-нарколог

