Шупашкарта Шумилов урамӗнчи пӗр ҫуртра 3-мӗш хутри хваттер чӳречинчен 3 ҫулти хӗрача ӳкнӗ. Вӑл аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ку инкек 14 сехет иртсен пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ачан амӑшӗ кӳршӗ пӳлӗмре ҫывӑрнӑ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ тӗрӗслев ирттерет. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури те тӗрӗслесе тӑрӗ.

