Шкул çулне çитмен пепкесене ял хуçалăхĕпе паллаштарас тата тăван тавралăха юратма вĕрентес тĕллевпе ача сачĕсенче агролабораторисем уçăлаççĕ. Çак кунсенче вĕсем Карăклă ялĕпе Сиккасси салинче те ĕçлесе кайнă. Тĕплĕнрех вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Светлана Николаева каласа парать:
– Паянхи куна илсен, Канаш тăрăхĕнчи ача сачĕ- сенче, пилĕк агролаборатори ĕçлет. Пĕрремĕшне эпир, виçĕм çул, Уçырма ялĕнче хута янăччĕ. Ăна ĕçе кĕртме пире вырăнти «Агат» пĕрлĕх пысăк пулăшу кÿчĕ. Иртнĕ çулта çакнашкал лабораторисем Вăтакас Кипечпе Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕсен çумĕн-чи ача сачĕсенче те ĕçлесе кайрĕç. Кипеч тăрăхĕн-че тĕллевлĕ проекта пурнăçа кĕртме «Август-Кайбицы» хуçалăх пулăшрĕ. Вăл пуçарнипех иртнĕ эрнере лабораторисем Карăклă ялĕпе Сиккасси салинче те уçăлчĕç. Ача садне çÿрекенсем тĕрлĕ çимĕçе савăтсене вăрăран акса шăтарнă та ĕнтĕ. Халĕ воспитательпе пĕрле кунсерен сăнав ĕçĕсем ирттереççĕ. Ачасене çĕр ĕçне мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса ÿстерни ял хуçалăх отраслĕнчи кадрсен çивĕч ыйтăвне татса парасса шанатпăр.

