Чӑваш Ене Театр теплохочӗ килӗ. Вӑл пирӗн патӑмӑрта ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӗ.
Фестиваль-лаборатори атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пилӗк хулара ӗҫлӗ. ГИТИС педагогӗсемпе режиссёрӗсем «А.С. Попов» теплоходпа килӗҫ, вӗсем ҫамрӑк актерсене ӑсталӑха анлӑлатма вӗрентӗҫ.
Лабораторие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионти театр учрежденийӗсенче ӑс пухакан ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ. Пирӗн патра вӑл Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлӗ.

