Чăваш блогерĕсем «Медиаполе» Наци премийĕн финалне лекнĕ.
Çак эрнере Мускава финала Канаш тăрăхĕнчи Денис Козлов, Муркаш округĕнчи Валерий Егоров, Шăмăршăри Марина Васильева кайĕç.
Денис Козлов хăйĕн блогĕнче ял пурнăçĕпе паллаштарать. Валерий Егоров – агроблогер. Вăл çемйипе пĕрле 2 гектар çĕр çинче çĕр çырли çитĕнтерет. Нумай ачаллă Марина Васильева çемйипе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, çав шутра экзотикăллисем те, ĕрчетет, инкубаторта чĕпĕсем кăларать. Кун пирки вăл хăйĕн блогĕнче каласа кăтартать.
Çак конкурса 79 регионти 1583 çын хутшăннă. Анчах финалта – 100 çын кăна.

