Чӑваш Енре ашшӗ-амӑшӗ 2025-мӗш ҫулта ҫуралнӑ пепкисем валли ытларах Михаил тата Ева ятсем суйласа илнӗ.
Ҫавӑн пекех кӑҫал анлӑ сарӑлнисем – Анна, Виктория, София, Мария. Арҫын ачасем хушшинче – Матвей, Роман, Александр, Марк.
Ывӑл-хӗрӗ ҫут тӗнчене килнине ҫирӗплетекен документ тума ашшӗ-амӑшӗн 72 проценчӗ «Рождение ребенка» сервиспа усӑ курнӑ.

