Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Тватӑ хутчен улталанӑ

Тватӑ хутчен улталанӑ


Шупашкарта пурӑнакан 72 ҫулти арҫын 4 хутчен ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл инвестицисемпе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ.
Ҫак арҫын ултавҫӑсен аллине 4 хутчен ҫакланса пӗтӗмпе 900 пин ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Хальхинче вӑл 60 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Интернетра укҫа ӗҫлесе илмелли пирки реклама курсан вӑл каҫӑ ҫине пуснӑ та хӑйӗн телефон номерне хӑварнӑ. Унпа кайран «аналитиксем» ҫыхӑннӑ. Вӗсем хушнипе арҫын телефона ятарлӑ приложени вырнаҫтарнӑ, микрозайм илнӗ те укҫана тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.
Ку тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *